Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешсем!

Сире Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв чаплӑ йӑла-йӗркене малалла тӑсать – ҫӗршывӑмӑр хӳтӗлевӗпе аталанӑвне калама ҫук пысӑк тӳпе хывнӑ паттӑр та хӑюллӑ ҫынсене тивӗҫлипе чысласа сума сӑвать.

Чӑваш Енри Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗнче эпир иртнӗ вӑхӑтри тата хальхи геройсен ячӗсене, асаттесемпе мӑн асаттемӗрсен паттӑрла ӗҫӗ­сене аса илетпӗр. XX ӗмӗрте кӑна икӗ тӗнче вӑрҫи, вырӑн пӗлтерӗшлӗ ҫӗршер тытӑҫупа хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫу пулса иртнӗ. Пирӗн ентешӗмӗрсем хуть ӑҫта та хӑйсен ҫар тивӗҫне яланах чыслӑн пурнӑҫланӑ, вӑрҫӑри тата тӑнӑҫлӑха хӳтӗлемелли тӗллевсене ӑнӑҫлӑн татса панӑ. Николай Смирнов, Олег Долгов, Леонид Константинов, Федор Кузьмин, Игорь Петриков, Геннадий Ирейкин, Николай Бударин, Николай Гаврилов, Евгений Борисов – Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсем пулса тӑнӑ ҫак мухтавлӑ ятсем ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Унчченхи Украина территорийӗнче пыракан ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем те тӗлӗнмелле хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартаҫҫӗ. Улатӑр тата Шупашкар районӗсенче ҫуралса ӳснӗ Александр Старчковпа Дмитрий Семенов паттӑрлӑхӗ – пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех упранӗ, ҫӗршывӑмӑр пуласлӑхӗшӗн кашниех яваплӑ пулнине палӑртакан паха тӗслӗх шутланӗ.

Тӑван ҫӗршыв чысӗпе ирӗклӗхӗшӗн кӑтартнӑ паттӑрлӑх – кӑмӑл-сипетӗн ҫӳллӗрен те ҫӳллӗ шайӗ пулса тӑрать. Паян ҫӗршывӑмӑрӑн пӗрпӗтӗмлӗхӗпе тӑ­нӑҫлӑхӗшӗн хӑрушлӑхпа пӗр хутчен мар куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ, чылай чухне вара хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене кашнийӗнех пӗлмелле. Шӑпах ҫӗршывӑмӑр историйӗ тивӗҫлипе сыхланса упранни, ӑрусен ҫыхӑнулӑхӗ тата халӑхсен тачӑ пӗрлӗхӗ – Раҫҫей хӑвачӗ, чапӗ тата чечекленӗвӗ.

Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, тӑнӑҫлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                  Олег Николаев

 



09 декабря 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter