Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнă

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнă

Искусство, культура витĕр эпир пĕр халăх пулнине куратпăр. Пурсăмăрăн та пĕр пекрех йăла-йĕркесем, ăс-хакăл тĕнчи те пуян тесе ҫирĕппĕн каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Тĕрленĕ Раҫҫей карттине ҫĕнĕ хушма тăватă региона кĕртсе паха тулли проекта  Мускаври патшалăх академи театрĕнче халăх умне кăларнă. Палăртма кăмăллă, раштав уйăхĕн 12-мĕшĕ хăйне евĕр паллă пулăм, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ, ҫак  мероприяти пурсăмăрăн та асĕнче ĕмĕрлĕх юлассине пĕлсех тăратпăр, вăл паллă куна халалласа иртнĕ.

Тĕрленĕ карттăпа пĕрле кĕнеке-альбом та пулнă.  Раҫҫейĕн тĕрленĕ карттинче мĕн-пур ҫĕршывăмăрăн историйĕ сăнарланнă тесен те йăнăшах мар пулĕ. Паллă проектра ăстаҫăсем хăйсен ăс-хакăл тĕнчине палăртса, мĕнпур ăсталăхне кăтартнă. Проект пуриншĕн те питĕ чаплă пулса тухнă, унпа паллашма кăмăл тăвакансем чылайăн пулнă. 

«Пирĕн ҫĕршывăмăрăн Президенчĕ Владимир Путин Раҫҫей Федерацийĕн йышне тăватă региона кĕртесси пирки договора алă пусса ҫирĕплетнĕ хыҫҫăн, тӳрех хамăрăн юлташла субъектсене хăйсен карттине тĕрлеме ыйтрăмăр. Вĕсем пирĕн сĕнĕве хапăл тусах йышăнчĕҫ.  Ун чухне вара, РФ Конституцийĕн кунĕнче паллă проекта халăх умне кăларасси пирки те калаҫса килĕшрĕмĕр», – тесе каланă  Олег Николаев.

«Культура, искусство витĕр курса тăратпăр, эпир пĕр халăх пулнине. Пирĕн йăла-йĕрке те пĕр пекрех, ăс-хакăл тĕнчи те пуян. Алă ĕҫ ăстисем хăйсен тавра курăмлăхне кăтартса панă проектра.  Проект музейшĕн кăна пĕлтерĕшлĕ мар, туристсене те хăй патне илĕртет.  Тĕрлĕ халăх культурине тарăнрах тĕпчесе паллашма май пур.  Кашни халăх хăйĕн историне сăнарланă. Пирĕн ҫĕршывăмăр илемлĕ те пуян, вăй-хăвачĕ те пысăк.  Кирек епле йывăрлăха та парăнтарма пĕлет. Кун пирки пирĕн халăх пĕрре кăна мар ҫирĕплетсе панă.  Ӳлĕмрен те ҫапла пултăр, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕччĕр», – тесе чĕнсе каланă вăл.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев проекта хутшăннă мĕнпур ҫынна мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Раҫҫей Федерацийĕн Правительствине, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацине регионăн пуҫаруллă проектне пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн ырланă.

Паллă пулăмра регион Пуҫлăхĕ ĕҫре хастарлăхпа палăрнисене наградăсем парса хавхалантарнă.

Чăваш Республикин обществăлла ĕҫ-хĕлне хастар хутшăннăшăн, Мускаври патшалăх академи театрĕн директорне, пултарулăх ертӳҫине Надежда Бабкинăна медаль орденпа чысланă, Чăваш Республикинче «Вырăс юррисем» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче фестиваль-марафона ирттернĕшĕн Мускаври патшалăх академи театрĕн специалисчĕсене Тав сăмахĕсемпе чысланă. 

Раҫҫей халăх артистки Надежда Бабкина Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева тата унăн ĕҫ ушкăнне наци йăли-йĕркисене ламран-лама куҫарса пырассипе курăмлă ĕҫлесе пынăшăн мухтанă.  Сăмах май, Раҫҫей – нумай нациллĕ    ҫĕршыв пулнине тепĕр хут асăнса хăварнă. Кашни регионăн хăйĕн историйĕ, культури, ăс-хакăл тĕнчи тесе хакланă. Кашни субъект Раҫҫейĕн тĕрленĕ карттине проекта пурнăҫа кĕртессишĕн хастар хутшăннине те палăртнă вăл.  Эпир пĕр чăмăрта пулнине, пĕрлĕхре вăй тесе ҫирĕплетсе панине асăннă  вăл сăмаха ҫавăрнă май.  

«Паян эпир пурсăмăр та лайăх ăнланатпăр, ҫăмăлах мар лару-тăрура пурăннине. Пирĕн ывăлсем, аттесемпе аслисем Тăван ҫĕршывăмăра хӳтĕлеҫҫĕ. Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнса, хамăрăн мăнаҫлăха ҫирĕплетеҫҫĕ.  Эпир те хамăрăн ушкăнпа вăл территорисене ҫитсе килтĕмĕр. Курса ĕнентĕмĕр. Пурин те лайăх ăнланмалла, пĕрлĕхре – вăй пулнине, пĕрне-пĕри пулăшмалла, май пур таран тимлĕх уйăрмалла», – тесе чĕнсе каланă Надежда Бабкина

Раҫҫейĕн тĕрленĕ карттине презентациленĕ май, пухăннă хăнасене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн ҫумĕ Шолбан Кара-оол саламланă.   «Раҫҫейри халăхăн культура еткерлĕхĕн ҫулталăкĕ пулнă май, пирĕн регионсене пĕр чăмăра пухăнма хистет. Пĕр-пĕрин пуян культурипе те паллашма аван. «Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» проект уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эсир пурнăҫланă проект чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче, пурсăмăрта та пĕрлĕхре, пĕр чăмăрта пулнине ҫирĕплетет. Уяв ячĕпе саламлатăп», – тесе каланă пухăннă ентешĕмĕрсене саламланă май сумлă ертӳҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин наци ĕҫĕсемпе ĕҫлекен комитетăн председателĕ Геннадий Семигин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енĕн пуҫаруллă проектне пархатарлă те сумлă тесе хакланă. Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти пурсăмăрăн та кăмăл-туйăмне тивĕҫтернине асăннă. «Мĕнпур регион проекта хапăл тусах хутшăнчĕ.  Паллă, ку ĕҫ пуҫламăшĕ кăна пирĕн палăртса хунисенчен, пуласлăхри тĕллевсем тата та пысăк. Ӳлĕмрен те ҫак йăла-йĕркесене тытса пырăпăр», – тесе каланă Геннадий Семиин.      «Кĕҫех Культура еткерлĕхĕн ҫулталăкĕ вĕҫленсе пырать.  Пурĕ ҫĕршывра 78 пин ытла тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттернĕ.  Паллă, культура чарăнса лармасть, вăл малалла та тарăн вирхĕнсе кĕрсе аталанса пырать. Вăл ĕмĕр пирĕнпе пĕрле. Пирĕн ҫĕршывăмăрăн вăйĕ, пуянлăхĕ – тĕрлĕ халăхра, пĕр шухăшлă пулса, ҫĕршывăмăрăн аталанăвĕ кирлĕ пек шайра вăй илсе пытăр тесе тăрăшса ĕҫлеинче. Пĕрне-пĕри хисеплеме, кирлĕ чухне пулăшма пĕлни паха. Тăван ҫĕршывăмăра юратмалла, уншăн парăнса пурăнма пĕлмелле. Пирĕн тĕнчере яланах мирлĕ пурнăҫ хуҫалантăр тесе яланах туслă пурăнмалла, ăс-хакăл тĕнчине те пуянлатса пыма пĕлмелле», тенĕ вăл.  

РСФСР халăх артистки, мероприятине ертсе пыраканĕ Анна Шатилова проект чăнласах та ҫав тери кăсăклă пулнине асăннă. Тĕрлĕ халăх шăпине, вĕсен пуян йăли-йĕркипе культурине кăтартса панине палăртнă.  «Пуҫару, каламасăрах паллă, Чăваш Республикинче чăмăртаннă. Алă ĕҫ ăстисем тĕрлени – хăйне евĕр тĕслĕх пуриншĕн те. Паха проекта ытти субъектсем те хапăл тусах хутшăннă. Паян вара, Раҫҫей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче ҫак карттăна пурне те кăтартни – хăйне евĕр асра юлмалли пулăм пулса тăчĕ. Эпир, Раҫҫей Федерацийӗн нумай нациллӗ халӑхӗ, хамӑр ҫӗр ҫинчи пӗрлехи шӑпапа пӗрлешнӗ халӑх», – тенĕ вăл.

«Йĕркелӳҫĕсене пысăк тав, ăна ҫав тери паха тума витĕм кӳнĕшĕн мухтав та чыс сире», –  тесе каланă Луганск Халăх Республикин культурăпа спорт тата ҫамрăксен политикин министерствин управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Людмила Бирюкова.   «Пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ проект. Эпир ăна кĕтнĕ, ĕмĕтсем пурнăҫланчĕҫ», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Донецк Халăх Республикин культура министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Михаил Желтяков салам ҫырăвĕнче ҫапларах ҫырнă: «Культура еткерлĕхĕн ҫулталăкĕнче ҫак проект пире пурсăмăра та пĕрлештерме май пачĕ. Чун-чĕререн эпир мăнаҫланатпăр. Пирĕн ăстаҫăсем хапăл тусах хутшăнчĕҫ. Сире пысăк тав», – тенĕ.

«Эпĕ питĕ савăнатăп, сирĕнпе пĕрле пулнишĕн. Мăнаҫлă Раҫҫейĕмĕрĕн йышĕнче эпир. Эпир ҫапла пулассине сакăр ҫул кĕтнĕ. Пирĕн яланах хамăрăн халăхпа пĕрле пулас килнĕ. Карттăна пĕтĕм кăмăлпа, чун-чĕремĕр ыйтнине тĕрленĕ. Сире пысăк тав сăмахĕсем калатпăр», – тенĕ  Донецк Халăх Республикин Халăх пултарулăхĕн ҫурчĕнче ĕҫлекен ăстаҫă Лидия Задорожная.    

Мероприятине раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче  Раҫҫейри мĕнпур регионсенчен паллă алă ĕҫ ăстисем, ертӳҫĕсем, проекта хатĕрлеме хутшăннă ҫынсем пухăннă. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, РФ Федераци Канашĕнчен, РФ субъекчĕсен пуҫлăхĕсем йышлăн пуҫтарăннă.   Уяв чаплă иртнĕ, пурте кăмăллă юлнă.



13 декабря 2022
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter