Управляющи компанисен ĕçне тишкернĕ

Тунтикунхи канашлура Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков управляющи компанисен ĕçне тишкерчĕ. Вĕсен лицензине тăсмалли вăхăт çитнĕ май 125 УК çапла тумашкăн ыйтса заявлени панă, 13-шĕн ыйтăвне хирĕçленĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: çурт-йĕре пăхса тăрассипе çыхăннă ыйтусенчен пуçласа хваттерсен хуçисем управленин урăх мелне суйласа илни таран.

«Такăннисен» шутĕнче Виктор Владимирович Шупашкарти «Стандарт», Улатăрти «Управдом», Çĕмĕрлери «Наш дом», Куславккари «Доверие», Çĕрпÿ районĕнчи «Конары» компанисене, ыттисене асăнчĕ. Çак ретре панкрутлăх процедуринчи компанисем те пур. Тата — энергоресурссемшĕн пысăк парăм пухнисем: Красноармейскинчи «Коммунальщик», Сĕнтĕрвăрринчи «Центр», Шупашкарти «Люксжилсервис»...

Лицензи вăхăтне тăсманнине кура хăшĕсен ку рынокран кайма тивесси куçкĕрет. Анчах хальлĕхе саккун кăларакансем вĕсемшĕн çăлăнăç пулса тăнă темелле. Çурт-йĕре хĕл кунĕсенче управленисĕр хăварни пысăк хăрушлăхпа çыхăннипе сăлтавласа Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне тÿрлетÿсем кĕртнĕ — лицензи илмелли вăхăта çитес çулхи çуллаччен тăснă. Çапла вара йывăрлăха лекнĕ компанисен лицензи тăсмашкăн тепĕр хут ыйтма та ирĕк пур.
Паллах, çакă пурте лицензиллĕ пулассине пĕлтермест. Ĕçе лайăхлатмалла — «тÿрленмешкĕн» вĕсен вăхăт пур. Ку енĕпе влаç енчен те тимлĕх пысăк пулассине çирĕплетнĕ май ЧР Пуçлăхĕ Канашра нумай хваттерлĕ çурт çуннине аса илтерчĕ. Çуртри пĕрлехи пурлăхпа телекоммуникаци оборудованийĕ вырнаçтарма усă курнă йышши тĕслĕхсенче чи малтанах управляющи компанисем яваплă пулмалли, хăрушсăрлăха вĕсен тивĕçтермелли куçкĕрет. «Тапхăрăн-тапхăрăн йĕрке тăвăпăр», — пусăм тусах каларĕ Олег Николаев.
Ларура çавăн пекех иртнĕ эрнере пулнă туризм форумне пĕтĕмлетрĕç. Тăхăр сессире туризм аталанăвĕн тĕрлĕ енне тишкернĕ, тĕллевсене палăртнă. Культура министрĕ Светлана Каликова культура мероприятийĕсемпе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ. Пушкин карттипе хăнасене йышăнакан учрежденисен шучĕ республикăра 93-е çитнĕ. Çак карттăпа билет сутас тĕлĕшпе Чăваш Ен çĕршывра тăваттăмĕш вырăнта. Çав вăхăтрах Раççей шайĕнче пуçарнă культура марафонне хутшăнас тĕлĕшпе ыйтусем пур. Республикăри 143 пин шкул ачинчен 2,3 пинĕшĕ кăна регистрациленнĕ – сахал. Светлана Анатольевна çавăн пекех çывăх вăхăтра, Конституци кунĕ тĕлне, Мускавра Раççейĕн тĕрленĕ карттин, çĕнелнĕскерĕн, презентацийĕ пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Вăл халĕ пысăкланнă — унта Донецк, Луганск республикисем, Запорожье тата Херсон облаçĕсем те сăнланнă.
www.hypar.ru



Хыпар
13 декабря 2022
11:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter