Шуршăлта вырнаçнă А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнĕ ятпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ саламланă

Чăваш Ен  Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн саламĕнче пирĕн  Чăваш Республики пирки 1962 ҫулта тĕнчипех пĕлнине палăртнă.  Тĕнче уҫлăхне ентешĕмĕр – Андриян Григорьевич Николаев пĕрремĕш хут вĕҫсе хăпарнă.  Вунă ҫул иртсен, унăн тăван тăрăхĕнче – Шуршăлта космонавтсен музейне уҫнă.

«А.Г. Николаев СССР летчик-космонавт ячĕллĕ Мемориал комплексĕ  – республикăри чи паллă вырăнсенчен пĕри пулса тăрать.  Чăваш кăйкăрĕ хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ ҫĕршыври халăхшăн.  Музей ҫулсерен илемленсе пырать.  Николаевсен ҫемйи пирки музей-ҫурт тата ытти объектсем ентешĕмĕре аса илтерсех тăраҫҫĕ, унпа пурсăмăра та мăнаҫланса пыма хистеҫҫĕ.  Андриян Николаевăн чун хавалĕ питĕ çирĕп, вăл чăтăмлă, хăюллă, çав вăхăтрах питĕ сăпайлă çын пулнă, – чăваш çĕрĕ ӳстернĕ тĕлĕнмелле çынна ентешĕсем нихăçан та манас çук.

Музей культура, наукăпа ҫут ĕҫ центрĕ пулса тăчĕ. Унта тĕлĕнмелле чаплă та кăсăклă экспонатсем вырнаҫтарнă. Вĕсем пĕтĕмпех Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне, авиаци генерал-майорне Андриян Григорьевич Николаевăн кун-ҫулĕпе ҫыхăннă.    

Объектăн ертӳлĕх хăйне шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пынине тĕпе хурса, ҫулсерен тĕрлĕ мероприятисем иртеҫҫĕ, кулленех паха проектсем пурнăҫланаҫҫĕ.  Ҫитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма, кăсăклă тĕпчев ĕҫĕсене тĕпе хурса, курăмлă мероприятисем йĕркелеҫҫĕ. Ачасен патриот туйăмлăхĕ ырă енне улшăнса пыни те куҫ кĕретех. Андриян Николаев, Муса Манаров, Николай Бударин паттăрла ҫитĕнĕвĕсем паянхи яш-кĕрĕмшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.

Тĕнче уçлăхне малтисен шутĕнче парăнтарнă ентешемĕрĕн паттăр шăпи çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентет. Çакнашкал ырă тĕслĕхсен витĕмĕ çĕнĕ ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшать.

А.Г. Николаев СССР летчик-космонавт ячĕпе хисепленсе тăракан Мемориаллă комплексĕ вăй илсе аталанса пытăр тесе Чăваш Республикин Правительстви май пур таран тĕрлĕ пулăшу пама тăрăшать.

Паллă  ҫынсен ҫулталăкĕнче пирĕн ентешĕмĕр, Андриян Григорьевич Николаев тĕнче уҫлăхне вĕҫсе хăпарнăранпа 60 ҫул ҫитнине палăртма уйрăмах кăмăллă.  Музей комплексне тĕпрен реконструкцилени те ҫакнах ҫирĕплетет.  Музейре экспонатсен шучĕ ӳссех пырать. «Роскосмос» патшалăх корпорацийĕ те сахал мар витĕм кӳрет. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне – 1 млн тивĕҫнĕ музей.  2022 ҫулта «PROИнтерактивный космос»  проект ҫав тери кăсăклă пулса тухнă, ăна цифра технологийĕсен витĕмлĕхĕпе халăх валли паха хатĕрлесе тăратнă.  Паллă, вăл тăрăха ҫамрăксем кăна мар, ыттисем те хапăл тусах ҫӳреҫҫĕ. Уйрăмах, аслă ҫултисем пушă вăхăта вăл территоринче ирттерме кăмăл туни куҫ кĕретех. А.Г.Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан пахчана тĕпрен ҫĕнетсе реконструкцилес ыйту кун йĕркинчех.

Пĕрле хар тăрса ĕҫлесен, шанатăп, пуласлăхра Мемориаллă комплекс тата та илемленсе хăтлăланса пырасса.  Пирĕн хамăрăн ентешĕмĕрсемпе мăнаҫланма сăлтавĕ те пур, А.Г. Николаевăн ҫитĕнĕвĕ ĕмĕр асăмра, унпа пирĕн тăрăха килме кăмăл тăвакан туристсем те час-часах кăсăкланаҫҫĕ», – тесе ҫапларах ҫырнă хăйĕн салам йĕркисенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Космонавтсен Музейĕ 50 ҫулта. Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче А.Г. Николаев СССР летчик-космонавтăн Мемориаллă комплексĕнче ятарлă курав уҫăлать. Унта шкул музейĕнчен пуҫласа Мемориаллă комплекс таранах ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ экспонатсем хатĕрлесе тăратĕҫ.  «Музей ĕнер, паян, ыран…»  ятпа «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу ирттересси те кун йĕркинчех.      Уяв мероприятине ятарлă концертпа пуянлатĕҫ. Пĕр сăмахпа каласан, курма пыракан хăнасене валли чаплă юрă-кĕвĕ янăрĕ.           



14 декабря 2022
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter