Черетлĕ пулăшу çитрĕ

Машина хыççăн машина çула тухать. Мобилизациленнисем хатĕрленекен центрсене республикăран час-час пулăшу каять. Черетлĕ çулçӳревре пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăниччен мобилизациленнисене хатĕрлев центрĕсенче вĕрентеççĕ. Çапăçу вăрттăнлăхĕпе паллашнă чухнех салтаксене кирлĕ хатĕрпе, тум-тирпе тивĕçтереççĕ. Уйăхне сахалтан та икĕ хутчен вĕрентӳ центрне пулăшу илсе килеççĕ.

АЛЕКСАНДР СТЕПАНОВ: «Паян эпир тепĕр пай салтаксене кирлĕ япаласем илсе килтĕмĕр. Тата тепĕр машина кĕтетпĕр. Çавăн пекех полк руководствипе те тĕл пуласшăн. Малалла çыхăну тытса тăма палăртатпăр».

Салтаксене мĕн-мĕн кирлине вĕрентӳ центрĕн ертӳлĕхĕ хатĕрленĕ список тăрăх пухаççĕ. «Пĕрле» фонд урлă та хальхинче пулăшу çитрĕ. Квадракоптер, тепловизор, инçĕшне кăтартакан хатĕр, раци тата ытти те – çапăçу хирĕнче кирлĕ япаласем илсе килнĕ. Темиçе пикап машина та салтаксене самай пулăшмалла. Ку юлашки пулăшу мар. Çитес вăхăтра мобилизациленнисене хатĕрлекен центра тата та машинăсем çула тухĕç. 



НТРК
15 декабря 2022
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter