Çамрăк ăсчахсем — Раççей пуласлăхĕ
Пуласлăх – çамрăксенче. Ыранхи кун паян пуçланать. Çакă пур тытăма та пырса тивет. Вăл шутра ăслăлăха та. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче «Çамрăк ăсчахсем – Раççей пуласлăхĕ» курав уçăлчĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе республика ертӳлĕхĕ паллашрĕ.
Купăста пуçтармалли пĕчĕк комбайн, йывăç конструкцисене сыпăнтармалли мелсем, шкула кайма çул çитмен ачасен уйрăм вĕренӳ моделĕ тата ытти те. Çамрăк ăсчахсем тĕрлĕ çĕнĕлĕх кăтартрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни çамрăк ăсчахпа калаçрĕ, тĕрлĕ ыйту пачĕ.
– Çитес вунă çул хушшинче Раççей Федераци Президенчĕ наука вунă çуллăхĕ тесе палăртнă. Çавна, паллах, пурнăçа кĕртсе пынă май Раççей Федераци Правительстви енчен самаях тĕрлĕ пулăшусем пуласса эпир ĕненсе тăратпăр. Çак пулăшусене илес тесен эпир хамăр енчен хамăр ĕçе планласа питĕ хастаррăн пурнăçа кĕртсе пымалли тĕллевсене палăртса хумалла. Çавăнпа çак çамрăк тĕпчевçĕсемпе пухăнса çак тĕллевсене питĕ тарăннăн сӳтсе яврăмăр. Шухăшласа кăларнисем хут çинче кăна пулмалла мар, вĕсене ĕçе кĕртмелле палăртрĕ Олег Алексеевич. Ĕçре усă курсан çитменлĕхсем палăраççĕ. Эппин, вĕсене тӳрлетсе тата улăштарма та пулать. Ку енпе тĕпленрех ĕçлемеллине каларĕ республика ертӳçи.
ПЕТР КРАСНОВ: «Республикăра нумай-нумай майсем пур. Çамрăк ученăйсене кăштах тытса пыма, ертсе пыма грантсем урлă, бюджет урлă тата ытти майпа та. Ĕлĕк ун пек самантсем пулман, ĕлĕк ун пек майсем пулман. Паллах ĕнтĕ, ку вăл, ман шутпа, çамрăк ученайсен, тĕпчевçĕсен яваплăхне ӳстерет пĕр енчен. Тепĕр енчен вĕсене лайăхрах ĕçлесе пыма май туса парать».
Чăваш Енре 150 ытла çамрăк ăсчах шутланать. Республика та, аслă шкулсем те вĕсене тĕрлĕ тĕревпе тивĕçтереççĕ. Тĕл пулура ăслăлăх тĕнчинче палăрнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тав хучĕсемпе чысларĕç.