Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллăхĕнче тата та лайăхрах аталанса вăй илĕ

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллăхĕнче  тата та лайăхрах аталанса вăй илĕ

 Тĕпчев ĕҫĕсемпе тăрăшакан волонтерсен йышне 97 шкул кĕрет, вăл шутра аслă классенче тимлекенсем те. И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хуракан ăсчахсем те хастар кӳлĕннĕ палăртнă юхăма.  Проект ĕҫне ҫавăн пекех «Эткер» ятлă ҫамрăксен пултарулăх центрĕнче тăрăшакансене те йыхравланă.

Аслă шкулсенче вĕренекенсемпе, ҫамрăк ăсчахсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ вăхăтра кун пирки хыпарланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Вунă ҫуллăхри наукăпа технологи пуҫаруллăхне тĕпе хурса, студентсем, тĕпчев ĕҫĕнче палăрнисем хăйсен тӳпине хывса, ыттисемшĕн паха проектсем хатĕрлеме пултарайраҫҫĕ.   

«Наукăпа технологийĕн вунă ҫулăхне пирĕн ҫĕршыв Президенчĕ йышăннă.  Сирĕн пуҫаруллă проектсем часах пурнăҫа кĕрсе пыччĕр тесе пурсăмăр та ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр.  Тепĕр тесен, вăл ĕҫсем ҫынсемшĕн усăллă пуласси те куҫ кĕретех», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев, сăмах май, ҫамрăк ăсчахсене наукăпа технологи ĕҫĕсене хастартарах хутшăнма сĕннĕ.  

Чăваш Республикинчи ҫамрăк ăсчахсен Канашĕн председателĕ Галина Александровна, И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх университетĕнче тăрăшакан наука уйрăмĕн пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче наука волонтенрстви хăйне евĕр ҫĕнĕ тренд тесе хакланă.  Тĕпчев ĕҫĕсене тăвассинче те асăннă юхăм пысăк витĕм кӳресси часах тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  «Аслă классенче ăс пухакансене наука ĕҫне кӳлĕнме витĕм кӳрет, тепĕр тесен вĕсен тавра курăмлăхне те анлăлатса пыма меллĕ, професси тĕлĕшĕнчен те ӳссе пыма аван», – тенĕ вăл.   

Наукăпа технологийĕн вунă ҫуллăхне тĕпе хурса кăҫал чӳк уйăхĕнче тĕп мероприятисен Планне ҫирĕплетнĕ. «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – наука ĕҫне анлăрах сарса пырасси. Ҫамрăксем хушшинче курăмлă ĕҫсем пурнăҫласси ыйту та кун йĕркинчех тăрать», –  тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.   

Ĕҫ хутĕнче пултаруллă ҫамрăксене аталанса пыма тĕрлĕ мероприятисем кĕртсе хăварнă. Тĕпчев ĕҫĕсене пурнăҫлама сахал мар мероприятисем пур палăртнă Планра.  

Ҫынсен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуҫарусем пурнăҫа кĕччĕр. Вĕсем пахалăх енчен пысăк шайра пулсан, тата та анлăрах сарса пыма майсем уҫăлĕҫ.  Кун пек туса пыма, регионта аслă шкулсене, тĕпчев ĕҫĕсемпе тăрăшакан пĕрлешӳсене пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ, тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Ҫитес ҫулсенче Раҫҫейре технологисен пĕрлешĕвне ӳстерсе пырассипе тата та пысăкрах ĕҫсем туса пырасси куҫ кĕретех пулĕ тесе палăртнă Пуҫлăх.  Унăн шухăшĕпе  асăннă тытăма вăй илтерсе пыма Чăваш Енĕн шăпах та, потенциалĕ ҫав тери пысăк.  Электротехника, хими, машинăсем тăвасссинче, аграри тытăмĕсенче пысăк технологисен витĕмлĕхĕ пурри курăнать. Кун пирки аслă шкулсенче тăрăшакансем хăйсен тĕпчев ĕҫĕсенче пĕрре мар ҫирĕплетнĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче пухăннисем наукăпа туризма аталантарасси пирки ыйтăва та хускатнă, республикăри аслă шкулсенче тăрăшакансем ҫамрăк ăсчахсене аталанса пыма тĕрлĕ пулăшусем пани пирки каласа кăтартнă.  Калăпăр, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче наукăна аталантаракан ятарлă Фонд ĕҫлет. Пĕр сăмахпа каласан, ҫитĕнекен ăрăва наука ĕҫне хутшăнма тĕрлĕ условисем йĕркелесе тăратни куҫ кĕретех.



16 декабря 2022
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter