"Управлени команди" III-мĕш конкурсăн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ

"Управлени команди" III-мĕш конкурсăн  ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ

Чăваш РеспубликинПуҫлăхĕ Олег Николаев «Управленецсен команди – 2022» республика конкурсĕн ҫĕнтерӳҫисемпе финалисчĕсене саламланă, дипломсем  парса чысланă.

Ҫĕнтерӳҫĕсен ятне тивĕҫнисем: «Центр координации поддержки экспортно-ориентированных субъектов малого и среднего предпринимательства в Чувашской Республике» АНО ертӳҫин ҫумĕ Владимир Терентьев,   Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерстви ҫумĕнчи «Городская стоматологическая поликлиника» АУ тĕп врачăн ҫумĕ Милана Быстрова,  Шупашкар хулинчи «Релематика» ООО рекламăсемпе ĕҫлекен ертсе пыракан менеджерĕ Евгения Иванова, Улатăр районĕнчи  Ахматри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн директорĕ Татьяна Емельянова, Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 45-мĕш №-лĕ шкулăн директорĕ Татьяна Юдина.

«Сирĕнтен кашни мала тухассишĕн ăсталăха кăтартса пачĕ.  Малалла ăнтăлас текен шухăш пурри питĕ аван. Чи пахи  –  жюри    пайташĕсене хăвăр мĕн пĕлнине, пысăк тавра курăмлăха ҫирĕплетсе пама тăрăшни. Ҫăмăлах мар, пур-пĕрех эсир йывăрлăха парăнтарса малаллах ăнтăлтăр.  Пурнăҫ ҫул-йĕрĕпе малалла ҫирĕппĕн утса, ӳсĕм тума пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Сире пурсăра та, республика конкурсне хутшăнма кăмăл тунишĕн, паха проектсене пурнăҫа кĕртме пикеннишĕн пысăк тав. Малалла та ҫĕнтерӳсемпе палăрма вăй-хал сунатăп», тесе каланă Олег Николаев.   

«Пире сирĕнпе пĕр тĕллев – республикăпа унта пурăнакан кашни çыннăн ырлăхĕшĕн ĕçлесси – çыхăнтарса тăрать», – тенĕ регион Ертӳçи.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ регион умĕнче пысăк тĕллевсем тăнине те палăртнă сăмаха малалла тăснă май.  Пысăк квалификациллĕ управленецсене республика Правительстви пулăшу пама яланах хатĕррине хыпарланă вăл.  Социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне витĕм кӳрекен паха проектсемпе яланах ĕҫлеме кăмăл тунине те асăннă Пуҫлăх. «Сирĕн пуҫаруллă ĕҫсем – ыттисемшĕн яланах тĕслĕхре пуласса та пĕлсех тăратăп», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. «Раҫҫейе хирĕҫ сахал мар санкцисем тăратаҫҫĕ. Паллă, эпир те туххăмрах йывăрлăхсене парăнтарас тесе хамăртан мĕн килнине тума тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра хамăрăн ĕҫсене тата та хăвăртрах туса пыма пикенетпĕр. Ҫапла йышăнусем тума, паянхи пурнăҫ таппи ыйтать.  Промышленноҫа аталантарассипе те хастар тăрăшатпăр. Хула е вăл ял пĕр пекех. Условисем кирек-епле территоринче те пĕр тан. Апла пулсан, ĕҫлес текен ҫыншăн нимĕнле чăрмав та ҫук.   Патшалăх программисене тĕпе хурса, наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн тĕрлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем кулленех пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк – вĕсене пурнăҫлас тесессĕн пирĕнтен кашнин ырми-канми ĕҫлемелле», – тесе сăмаха хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ҫĕнтерӳҫĕсем Чăваш Республикин управленец командисен резервне тӳрех кĕреҫҫĕ.  Вĕсене пуласлăхра, патшалăх службине ĕҫлеме илесси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Тепĕр тесен, вĕсенчен кашни   Раççей Халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн Шупашкарти  (РАНХиГС ) филалта тӳлевсĕр професси пĕлĕвне ӳстерме пултарать.  Торжествăлла лару-тăрура финала тухнисене уйрăммăн палăртса хăварнă.

«Управленецсен команди» республика конкурсне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пуҫарăвне тĕпе хурса йĕркеленĕ.  

2022 ҫута ăмăртăва 178  ҫын хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ сферăра тăрăшаканнисем: бизнесра, культурăра, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳре, наукăра, спортра тата ыттинче те. Ҫурма финала 90 ҫын тухнă, вĕсенчен вара ҫĕнтерӳҫĕ ята 25 тивĕҫнĕ.  



16 декабря 2022
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter