Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ
Кăҫал выльăх-чĕрлĕхсене валли пурĕ регионта ҫĕнĕ 10 объект хута янă, пĕтĕмпе 5000 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх валли паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăракан фермăсем хăпартнă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуҫалăхри ĕҫсемпе паллашнă Кунта шăпах та, сăвăнакан ĕнесене валли ҫĕнĕ ферма уҫнă имĕш. Робот витĕмлĕхĕ куҫ кĕретех ҫĕнĕ объектра, кун пек тытăма пуҫласа пурнăҫа кĕртнĕ Чăваш Енре. Объекта кăҫал юпа уйăхĕнче хăпартма тытăннă, кунта харăсах 200 выльăх вырнаҫтарма условисем туса панă, инвестициллĕ проект валли 60 млн тенкĕ тăкакланă Палăртса хăваратпăр, ҫĕнĕ технологиллĕ хатĕрсене вырнаҫтарма пурĕ 30 млн пĕтернĕ. Палăртма кăмăллă, кооператива патшалăх енчен те чылай тĕрев куҫнă, федераци тата республика хыснисенчен субсиди мелĕпе 18,2 млн тенкĕ куҫарса панă.
Производствăра пĕтĕмпех ҫĕнĕ технологи хуҫаланать. Пур ҫавăн пек услови, сĕт суса иличчен, чи малтан хатĕрленӳ тапхăрне пĕтĕмпех робот туса ирттерет. Сĕте тӳрех пахалăх енчен тĕрĕслеме вырнаҫтараҫҫĕ, енчен те кăлтăксем пулсан, тӳрех хыпарсене автоматика оператор патне илсе ҫитерет. Пĕр сăмахпа каласан, цифра технологийĕ вăй илсе пыни вара никамшăн та вăрттăнлăх мар.
«Ҫакнашкал фермăсем хута яни – пĕтĕмпе паянхи пурнăҫа тивĕҫтереҫҫĕ. Раҫҫейре кун пек роботсем сахал мар. Ҫĕршер фермăсенче ҫĕнĕ тытăм хуҫаланни куҫ кĕретех. Ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхĕ тухăҫлăха ӳстерме май парать, сĕтĕн пахалăх шайĕ те хăпарсах пырать. Пуҫламăшĕ аван, малалла та ҫакнашкал объектсем пурнăҫа кĕрессине пĕлетпĕр. Енчен те хуҫалăхсем ҫĕнĕлĕхсемпе ĕҫлесе пыма килĕшеҫҫĕ пулсан, эпир вĕсене хамăр енчен тĕрев пама хатĕр», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев.
«Новый путь» СХПК пурĕ 1700 мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Палăртма кăмăллă, вĕсем регионта 6-мĕш вырăнта тăраҫҫĕ, выльăх йышĕпе. Хуҫалăх курăмлă ĕҫлени паллă. Кăрлач-чӳк уйăхĕсенче кăҫалхи ҫул 43 пин тонна сĕт тирпейлесе пуҫтарнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе илес пулсан, 8,8 процент чухлĕ нумайрах. Хуҫалăхăн тупăш пайĕ хăпарнă, ĕҫлекенсен шалу укҫи пысăк пулни те ҫакнах ҫирĕплетет. Вăтамран, хуҫалăхра тăрăшакансем 45 пин ытла илеҫҫĕ.
Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» ОООра палăртнă кун пăрусене усрамалли ҫĕнĕ ферма уҫнă. Объекта кăҫал утă уйăхĕнче тума пуҫланă. Проект хакĕ 45 млн танлашать. Ҫĕнĕ фермăра паха условисем пур. Выльăхсене шăвармалли пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрать, фермăра ăшă, ĕҫлекенсене валли те хăтлă майсем пур.
Краснормейски районĕнче палăртнă хуҫалăх малти пыраканнисенчен пĕри. Пурĕ кунта 1100 выльăх шутланать. Сĕт сăвăмĕ пысăк, ҫулталăкне 2,8 пин тонна суса илеҫҫĕ. «Пысăк тухăҫлăхпа ĕҫлекенсене республика Правительстви яланах пулăшма тăрăшать. 2022 ҫуллта хуҫалăха 16,4 млн тенкĕ субсиди парса тивĕҫтернĕ. Объектсене модернизациленĕ, ҫĕнĕ технологисемпе пуянланнă», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял-хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов.
Ҫĕнĕ объекта уҫнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ял хуҫалăх тытăмĕнче тăрăшакансене ырланă, ӳлĕмрен те ялта пурăнакансене валли хăтлă условисем йĕркелесе парассипе Чăваш Ен Правительстви ҫине тăрсах ĕҫлессе хыпарланă. «Ҫамрăксене ĕҫлеме вырăн пулсан, пурăнма та аван, вĕсен тăван тăрăха юлас текен шухăш та кулленех ҫураласси часах. Патшалăх енчен тĕрлĕ тĕревсем пур, вĕсене пурнăҫа кĕртмелле, пуҫаруллă проектсене пурнăҫласа, пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма пĕлмелле», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă вăл.
«Ҫулталăк вĕҫленсе пырать, апла пулсан пĕтĕмлетӳсем тума та вăхăт. Ял хуҫалăх пайĕнче вăй хуракансем пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрни куҫ кĕртех. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ ӳсет, тыр-пул чылай пухса кĕртнĕ, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем хута каяҫҫĕ», – тенĕ Пуҫлăх. Ялсен сăн-сăпачĕ улшăнса пырать, ҫамрăксем хапăл тусах пурнăҫаҫҫĕ ял тăрăхĕнче, вĕсене ĕҫлеме, пурăнма условисем аван. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Палăртса хăваратпăр, маларах Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Хĕрлĕ Чутайпа Ҫĕрпӳ тăрăхĕнчи ҫĕнĕ объектсемпе паллашнăччĕ, вĕсене те инвестициллĕ проектсене тĕпе хурса пурнăҫланă пулнă.