Туянакансен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртнĕ

Маркировка  пулни туянакансене  таварсем пахалăх енчен пысăк шайра пулнине ҫирĕплетсе парать.

Палăртнă ыйтăва тĕплĕн тишкерме Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев туянакансен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕнче каланă.  «Чăваш Республикин Экономика министерствипе Чăваш Републикин тарифсен патшалăх службине ыйтăва тарăнрах тĕпчеме  сĕнетĕп.  Уйрăмах патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсене пурнăҫланă чухне те ыйту малти вырăна тухса тăрать.  Ятарлă маркировка ҫине тимлĕх уйăрмалла, вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк.  Предприятисемпе организацисен ҫирĕп йĕркесене пăхăнмалла. Кашнин яваплăха туймалла, хăйсем ҫине шанса илнĕ ĕҫе кирлĕ пек пурнăҫласа пымалла», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    Асăннă ыйтăва предприятисемпе организацисене вăхăтра  илсе ҫтермеллине те каланă вăл сăмаха тавăрнă май.  Енчен те йĕркене пăхăнмасан, службăсем явап тыттарасси те часах, кун пирки пурин те лайăх ăнланмалла тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономка министрĕ Дмитрий Краснов пуҫару ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.  «Пирĕн граждансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле. Йĕрке тенине пурин те лайăх пăхăнмалла. Халăхăн пахалăхлă таварсемпе усă курмалла.  Предприятисен таварсене калăпланă чухне пахалăх ҫине тимлĕх уйрăмах уйăрмалла», – тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.     «Таварсен маркировки пулмалла. Пысăк технологисен витĕмлĕхĕ те малти вырăнта тăмалла. Кун пирки предприятисемпе организацисен пĕлмелле», –  тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республиикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ.  

Канашлу вăхăтĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ министерствăсен, хула тата район администрацийĕсен пуҫлăхĕсен предприятисемпе организацисене туххăмрах ҫĕнĕлĕхсем пирки ăнлантарса памаллине каланă, предприятисене - йĕрке пăхăнманнисене тупса палăртсан, ҫийĕнчех явап тыттарма пултарассине асăрхаттарнă.  Енчен те пахалăхсем халăха тивĕҫтермеҫҫĕ пулсан, вăл предприятисемпе пирĕн контрактсене те алă пусса ҫирĕплетмелле мар тен.  Пирĕн сахал мар фермерсем, апат-ҫимĕҫ таварĕсене пахалăх енчен ҫӳллĕ шайра тирпейлесе кăлараканнисем. Кун пирки тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Ресубликин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Сăмах май, Чăвашпотребсоюза тав тунă, шкулсенче ачасене вĕри апатпа апатлантарассине централизациленĕ майпа туса пыма витĕм кӳнĕшĕн мухтанă.  «Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пырсан, тен ӳлĕмрен сывлăх сыхлавĕнче е тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче те ҫакашкал ĕҫе йĕркелесе яма тăрăшăпăр. Пахалăх тени малти вырăна тухни куҫ кĕретех. Паллă, ҫак ĕҫе фермер хуҫалăхĕсене явăҫтарни аван», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хăйĕн сăмахĕнче шкулсенче ачасене вĕри апатпа апатлантарассине централизациленĕ майпа туса пыни, тухăҫлăха та малти вырăна кăларма витĕм кӳнине тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă.  Красноармейски, Элĕк районĕсенче шкулсенче ĕҫсене ҫакнашкал йĕркепе пурнăҫласа пынине асăннă вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. Пахалăх тени самай малти вырăна тухрĕ тесе ҫирĕпĕн каланă ведомство ертӳҫи.   



19 декабря 2022
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter