Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫ­ченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Пирӗн Ҫӗршывра чыслӑхпа паттӑрлӑх, хӑюлӑхпа ҫирӗплӗх, хӑй халӑхӗн ырлӑ­хӗпе хӑрушсӑрлӑхӗшӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама хатӗр пулни хуть хӑҫан та сумра пулнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Республикинчи уп­ленийӗн мӗнпур подразделенийӗн тата тытӑмӗн ӗҫченӗсем яланах ҫавӑн пек па­ха­лӑхсемпе уйрӑлса тӑнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службин органӗсен представителӗсем ве­­домство аталанӑвӗн пӗтӗм тапхӑрӗнче хӑйсен тивӗҫне хастарлӑн пурнӑҫласа пы­нӑ, паттӑрлӑхпа хӑюлӑхӑн йӑлисене никӗсленӗ.

Тӗнчери ҫар-политика лару-тӑрӑвӗ тӑтӑшах ҫивӗчленсе пыракан условисенче паян сирӗн ҫине калама ҫук пысӑк яваплӑх тиеннӗ. Хӑвӑр ӗҫӗре пӗлсе те шанчӑклӑн пурнӑҫласа, хальхи вӑхӑтри хӑрушлӑхсене хирӗҫ тӑмалли тӗллевсене пахалӑхлӑн татса парса, ҫӗршывӑн наци интересӗсене тухӑҫлӑн хӳтӗлесе эсир хӑвӑр умӑрти ӑрӑвӑн тивӗҫлӗ еткерҫисем пулнине ҫирӗплететӗр.

Юлашки ҫулсенче регионти ӗҫ тӑвакан влаҫпа хӑрушсӑрлӑх органӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси палӑрмаллах лайӑхланчӗ. Ытларах чухне пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗре пула обществӑпа политика ҫирӗплӗхӗ сыхланса упранать, ҫынсем патшалӑх влаҫӗн органӗсен ӗҫ-хӗлне шанассин шайӗ ӳсет.

Хӑвӑр умӑрти мӗнпур тӗллеве эсир чи кирлине – саккун пуҫ пулса тӑнине, кашни ҫыннӑн, обществӑпа патшалӑх ырлӑхне – тӗпе хурса малалла та ӑнӑҫлӑн татса парасса шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата Раҫҫей ырлӑхӗшӗн пурнӑҫлакан пархатарлӑ ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                           Олег Николаев 

 



20 декабря 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter