Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттернĕ
Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвне уçнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей ФСБ регионти Управленийĕн пуҫлăхĕн Альберт Савинцевăн шухăшне ырланă. Ҫулсерен йĕрке пăсакансене тупса палăртнин кăтартăвĕсене хатĕрлесен аван тесе палăртнă ертӳҫĕсем. Енчен те муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче йĕркене пăхăнманнисене тупсан, тӳрех коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен специалистсем патне хыпарсене илсе ҫитерме хушнă.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче коррупципе хирĕҫ тăрассипе пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине, пĕтĕмĕшле илес пулсан та ку енпе ĕҫсем аван пулса пынине асăннă. Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче пĕтĕмпех цифра технологийĕ вăй илсе пырать. Апла пулсан, кунта йĕрке хуҫаланни куҫ кĕретех. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем те палăртнă ыйтупа тимлĕ ĕҫление каланă вăл. Пĕр сăмахпа каласан, регионта лару-тăру япăхах мар тесе хакланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Халăх влаç органĕсен коррупципе кĕрешес енĕпе пурнăçлакан ĕçне ырăпа хакланине, республикăра ку енĕпе кирлĕ норма-право акчĕсене йышăннине палăртнă.
Чăваш Республикин прокуратуринче пай пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Денис Васильев хăйĕн докладĕнче хăш-пĕр ыйтусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Кăҫалхи ҫул республикăра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пĕтĕмпе 1152 йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнине пĕлтернĕ. Коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе хастартарах ĕҫлеме сĕннĕ, саккунсене ҫирĕп пăхăнма хушнă. Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курассин тытăмĕнче правăна пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе профилактика ĕçĕсене тăтăшах ирттерме каланă.
«Сăлтавне те уҫăмлатма пулать. Вырăнти хăй тытăмлă органĕсенче коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе тимлекен ятарлă специалистсем ҫителĕксĕр пулни куҫ кĕретех. Уйрăмах ял тăрăхĕсенче ку ыйту ҫивĕч тăрать. Саккунсене хăш-пĕр чухне ăнланманнине кура, пĕчĕк должноҫри специалистсем кăлтăксене кăларса тăратаҫҫĕ», - тесе палăртнă Денис Васильев. «Пĕлетпĕр, пуласлăхри тĕллевсем пысăк, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене реформăласси ыйту та кун йĕркинчех. Апла пулсан, ӳлĕмрен ҫитменлĕхсем сахалтарах пулассине те шанатпăр», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă вăл.
Чăваш Республикин Управленийĕн пуҫлăхĕ, коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен ертӳҫĕ Петр Куприн хăйĕн докладĕнче 2022 ҫулта прокуратура ĕҫченĕсем тĕрĕслевсем тăтăшах йĕркеленине асăннă, графика пăхăнса муниципалитет пĕрлешĕвĕсене ҫитсе килнине каланă. Коррупципе кĕрешес ĕçе Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Ҫĕрпӳ районĕсемпе Улатăр, Ҫĕмĕрле хулисенче тĕплĕ тишкерӳ туса ирттернине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Хальлĕхе пур-пĕрех ҫитменлăхсем пур-ха тенĕ ертӳҫĕ. Ытларах профилактика ĕҫĕсене ирттерме, официаллă сайтсенче баннерсене вăхăтра ҫĕнетсе пымаллине те асăннă вăл. Нормативло право ĕҫ хучĕсене те саккунсене пăхăнса тĕрĕс хатĕрлеме сĕннĕ. Пĕр сăмахпа каласан, мĕнпур ҫĕрте йĕрке хуҫаланмаллине тепĕр хут ҫирĕплетсе хăварнă вăл.