Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвĕнче

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвĕнче экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электрон мел çине куçарасси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Ку енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă — пулăшу ĕçĕсен пысăк пайĕпе паян Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă кану кунĕсене пăхмасăр тата талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те усă курма пулать. Массăллă 87 пулăшу ĕçне электрон мел çине куçарнă. Анчах куçарни кăна сахал, Дмитрий Иванович пусăм тусах каларĕ: «Пирĕншĕн çак пулăшу ĕçĕсемпе çынсем усă курни пысăк пĕлетрĕшлĕ».

Ку енĕпе вара кăмăлсăр пулмалли самантсем пур. Кăçалхи 11 уйăхра мĕн пур пулăшу ĕçĕн 40% электрон мелпе кÿнĕ. Республикăн влаç органĕсен 403 пин ытла пулăшу ĕçĕнчен 53% электронли пулнă. Çакă коррупцирен сыхланас тĕлĕшпе те вырăнлă: чиновник пулăшу ыйтакан çынпа курнăçмасть те — киревсĕрри пулма пултараймасть. Çав вăхăтрах муниципалитетсенче ĕç-пуç урăхларах: 56 пин пулăшу ĕçĕнчен 26% кăна электрон мелпе кÿнĕ. Дмитрий Красновăн Шупашкар тĕлĕшпе кăна ÿпкев пулмарĕ — тĕп хулан 43% танлашнă кăтартăвне сивлеймĕн. Ыттисен вара... Хăш-пĕр районта электронлин тÿпи пĕтĕмпе те 5% кăна иккен. Чăннипе вара кашнин чылай кăтартуллăрах ĕçлеме майсем пур — ку енĕпе пуринче те тивĕçлĕ услови йĕркеленĕ.

www.hypar.ru



20 декабря 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter