Юлашки вăхăтра электросеть объекчĕсенче авари çине-çинех пулчĕ

Тунтикунхи канашлу çанталăк тивĕçлĕ службăсене каллех тĕрĕсленине сÿтсе явнипе вĕçленчĕ. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, кану кунĕсенче çанталăк япăх пулнă май каллех темиçе районти хăш-пĕр ял электричествăсăр юлнă. Республика Пуçлăхĕ çакăншăн çанталăк кăна айăплă пулма пултарнине хирĕçлемест, анчах промышленноç министрне ыйтăва тĕплĕн тишкерме сĕнчĕ.

Юлашки вăхăтра электросеть объекчĕсенче авари çине-çинех пулчĕ – пĕр районсенчех... Çакă ирĕксĕрех иккĕленÿ çуратать. Районсенче çав объектсене концессие панă тĕслĕх нумай. Концессионерсем вĕсене юсас-çĕнетес енĕпе хăйсем çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлаççĕ-и, тарифсен шучĕпе пурнăçламалли инвестици программисене тÿрре кăлараççĕ-и — çак ыйтусен хуравĕсене уçăмлатмалла.

Александр Кондратьев министр вара регион Ертÿçи хушасса та кĕтмен иккен — хăй ертсе пыракан министерство ку енĕпе ĕçлеме пуçланине çирĕплетрĕ, тĕрĕслев кăтартăвĕсене республика Пуçлăхне пĕлтерме шантарчĕ. Эппин, интереслĕ самантсем çиеле тухма пултараççĕ.

www.hypar.ru



20 декабря 2022
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter