Чăн-чăн паттăрпа тĕл пулчĕç

Чăваш Ен тĕп хулинчи пĕлӳ çурчĕсенче паттăрлăх урокĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Хальхинче вĕрентекен вырăнĕнче Денис Любимов пулчĕ. Шкул ачисемпе йĕркеленĕ тĕл пулура вăл ятарлă çар операцине хутшăнни пирки каласа пачĕ.

Денис Любимов иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсенче – икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕнче Çурсĕр Кавказара хĕсметре пулнă. Çарта илнĕ ăсталăхпа пĕлĕве вăл ятарлă çар операцинче усă курнă. Паттăрлăх урокне ирттерме Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Наталья Николаева сĕннĕ. Денис Любимовăн пиччĕшĕпе Дмитрийпе вăл Питĕрти госпитальте тĕл пулнă. Икĕ салтака çăлнă Дмитрий, йывăр суранланнăскер унта сипленнĕ. Чăваш Ене таврăннă чухне самолетра Наталья Алексеевна шăпах Дениспа тĕл пулнă. Шупашкарти 40-мĕш шкул ачисем Денис Любимова тимлĕн итлерĕç, чылай ыйту пачĕç. Паттăрлăх урокĕсем ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем Тăван çĕршыва юратма вĕрентеççĕ. Чи кирли вара чăн-чăн лару-тăру мĕнлерех пулнине тĕпчеме пулать. Ку вара вĕсене ултавпа чăнлăха уйăрма вĕрентет.

 Паттăрлăх урокĕ Шупашкарти 59-мĕш шкулта та иртрĕ. Сумлă хăнасене юрăпа кĕтсе илчĕç. Юрă чуна хавхалантарнине палăртрĕ Денис Любимов. Вăхăт пулсан ятарлă çар операцинче час-часах юрă итленине каларĕ вăл. Ачасем шăрçаланă çырусем те савăнтараççĕ. Чăн-чăн паттăрпа тĕл пулни çитĕнекен ăрăва тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма вĕрентет. «Ку паттăрлăх урокĕсене вĕсем яланах асра тытĕç», – палăртаççĕ ăна йĕркелекенсем.



НТРК
22 декабря 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter