Салтаксене пулăшма 1 миллион тенкĕ ытла пуçтарнă

Гуманитари пулăшăвне пуçтараççĕ, çамрăксем валли пуçламăш çар хатĕрленĕвне йĕркелес енĕпе ĕçлеççĕ. Канаш районĕнчи Сухайкасси ял тăрăхĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшаççĕ. Хастарсем тăрăшнипе салтаксене тĕрев кӳме районта 1 миллион та 700 000 тенке яхăн укçа пуçтарнă. Ыркăмăллăх юхăмĕн пуçаруçисемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те паллашрĕ.

Сухайкасси ялĕнчи культура çурчĕ – чунпа канмалли вырăн çеç мар. 2 уйăх ытла ĕнтĕ кунта ырă чĕреллĕ çынсем пуçтарăнаççĕ. Вĕсене пĕр тĕллев пĕрлештерет – ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрев кӳресси. Ыркăмăллăх юхăмĕн вăйĕпе ял çыннисем малтан «Атăл» батальонри салтаксене пулăшнă. Халĕ вара вĕсен ăшă çуначĕ айĕнче – тулли мар мобилизаципе çара кайнă районти салтаксем те.

ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Сухайкасси ял тăрăхĕ пуçарнă ырă ĕçе пĕтĕм çĕршыв хутшăнать тесен те тĕрĕс пулать пулĕ, мĕншĕн тесен çак хӳтĕлев плиттине Мускав тăрăхĕнчен ярса панă, эмелсен пуххине вара Питĕрте пурăнакансем илсе çитернĕ».

Канаш районĕнчи пĕр шухăшлă çынсене пухма Телеграмм канал пулăшать. Паянхи кун тĕлне унта 6 000 яхăн çын çырăннă. Ырă ĕçе вĕсенчен кашниех хăйĕн тӳпине хывма тăрăшать: кам укçа-тенкĕ пухса, кам ăшă тумтир çыхса. Салтаксем ыйтакан япаласем тĕрлĕрен, çавăнпа та вĕсене пурне те Чăваш Енре шыраса тупма çук. Çапах та çак çивĕч ыйтăва та вăхăтра татса параççĕ ыркăмăллăх ĕçне йĕркелесе пыракансем.

ПАВЕЛ СЕМЁНОВ: «Малтан эпир Интернетра шыратпăр, тепĕр чухне шыраса тупатпăр тепĕр паллакан çын çав хулара, ăçта пур пире кирлĕ япала. Çав çын кайса килет, пăхать, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пултăр тесе. Вара автобуссемпе ярса параççĕ е транспорт компанийĕпе, хăйсем килеççĕ пулсан, çула май пĕрле илсе килеççĕ. Пирĕн вĕсене тав сăмахĕ каламалла, мĕншĕн тесен вĕсем хайсен пурнăçне шеллемесĕр пире хӳтĕлеме кайнă».

Канаш тăрăхĕнче пурнăкансем кĕске вăхăтрах 1 миллион та 700 000 тенке яхăн укçа пуçтарнă. Вĕсемпе тепловизи монокулярĕ, суран çыхмалли хăюсем, апат-çимĕç тата ытти хатĕр-хĕтĕр туянса салтаксем патне ăсатаççĕ. Шкул ачисем те айккинче юлмаççĕ. Çарти пиччĕш-юлташĕсене пулăшас тесе вĕсем хурт-хăмăр пуçтараса укçа тăваççĕ. Экологипе патриотла акци пĕр çыхăнура пулни ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс çул çине тăма пулăшать. Каччăсене çар ĕçне тĕллевлĕн хатĕрлентерес тĕлĕшпе шкул программине пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн урокĕсене кĕртесси çинчен те çĕршывра пĕрре мар калаçнă.

МАКСИМ ВАСИЛЬЕВ: «Ман шутпа, кашни арçын автомат салатса пуçтарма пĕлмелле, мĕншĕн тесен вăл пире салтакра кирлĕ пулать. Çар урокĕсем шкулта пулсан эпĕ унта питĕ хаваспа çӳретĕп».

 Сухайкасси ял тăрăхĕнче пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн вĕренĕвне çамрăксемпе аслăраххисем валли те йĕркелесшĕн. Вăл çитес çултан ĕçлесе кайĕ. Унта каччăсемпе арçынсем çеç мар, пикесемпе хĕрарăмсем те çӳреме пултарĕç.    



НТРК
21 декабря 2022
17:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter