"Тухӑҫлӑ регион" проект Чӑваш Ене 93 млн ытла перекетлеме витĕм кӳнĕ

"Тухӑҫлӑ регион" проект Чӑваш Ене 93 млн ытла перекетлеме витĕм кӳнĕ

Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсене ертӳҫисен тухăҫлăхне хакланă чухне, «Тухăҫлă регион» проектăн кăтартăвĕсене те шута илме сĕннĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ, ҫавăн пекех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн гранчĕсен калăпăшне палăртнă чух та вăл кăтарту пĕлтерĕшлĕ пулассине асăннă вăл. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен е тата территорисен налук потенциалне хăпартма, экономикăна аталантарма, тĕп капитала инвестици явăҫтарассинче те витĕм кӳресси часах пулĕ. Палăртнă тапхăр 2023 ҫулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурнăҫа кĕрĕ.

Ҫулталăк хушшинче проектсен хисепĕ 21,4 хут ӳсни курăнать.  Унта хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ 3,6 хут нумайланни куҫ кĕретех. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Проектсене пурнăҫани – ĕҫ вăхăтне 528 сехет таран перекетлеме пани сисĕнет, ăна 93 млн тенкĕ тесе хакланă.  

«Ку пĕрремĕш кăтарту кăна. Эпир пурте ҫакна курса ĕнентĕмĕр. Тухăҫлăх тени малти вырăна тухать. Пĕтĕмĕшле илес пулсан тата та ытти ҫитĕнӳсем пур», – сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Тухăҫлă регион» проекта пурнăҫа кĕртессипе тимлекен ĕҫ ушкăнăн ларăвне хутшăннисем пĕтĕмлетӳсемпе килĕшнĕ. «Палăртнă ҫул-йĕрпе эпир ҫулталăк ҫурă ытла тăрăшатпăр, сахал мар ĕҫ пурнăҫланă.  Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене халăх  ҫăмăлрах мелсемпе тивĕҫейрет. Ку вара чи кирли. Ҫапла пултăр тесе вăй хуратпăр та эпир», – тенĕ вăл.  

Тухăҫлă проектсен йышĕнче: НФЦ социаллă пулăшусене тивĕҫтерессинче оптимизацилени. Халăха ăҫта пурăннине, прописка тĕрĕслемеҫҫĕ.  Кирек епле офисра та икĕ сехет те ҫирĕм виҫĕ минутра граждансем хăйсене кирлĕ ыйтăва татса парайраҫҫĕ. Хальхи вăхăтра ку кăтарту 47 сехет те 30 минутпа танлашать. Ҫав тери  пысăк. Тепĕр тесен, граждансенчен яланхи пропискине те шута илни кăштах чăрмавсем кăларса тăратать теҫҫĕ специалистсем.

Чăваш Республикинчи инвестици ĕҫ-хĕлĕпе промышленноҫне аталантарма витĕм кӳрекен фондран кивҫен илес пулсан, вăтамран 331 кун кĕтме тивет. Ҫак кăтартăва та чакарма килĕшнĕ, ăна 106 куна илсе ҫитересшĕн.   

Чăваш Республикин ĕҫ ветеранĕ ята илес пулсан та хăш-пĕр ҫăмăллăхсем пулĕҫ.  Енчен те малтан 52 кун хушши документсене хатĕрлесе ҫитерме вăхăт панă пулсан, халĕ вара 41 кун хушшинчех тивĕҫлĕ документсене йĕркене кĕртсе пĕтерме  май пулĕ.

Вĕренӳ пайĕнче те улшăнусем пур. Ачасене, шкул ҫулне ҫитменнисене, ача пахчине вырнаҫтарассинче йĕркене 40 минутран 10 минута палăртнă. Заявлени ҫырса ăна кирлĕ пек специалистсем патне илсе ҫиерессинче ҫăмăллăх пурри сисĕнĕ.  

«Ҫакнашкал  йĕркесене малалла та пурнăҫламалла. Халăх кăмăллă пуласси те часах. Мĕнпур организацисенче вăхăта перекетлеме тăрăшмалла», – тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Олег Николаев.   Кирек-епле программăсемпе пĕлсе тĕрĕс усă курмалла, тухăҫлăх тени ялан малти вырăна тухмалла.

Чи пĕлтерĕшлĕ проектсенчен тепри – цифра технологийĕ. Халăха кун пирки те лайăх ăнлантарса памалла. Паянхи пурнăҫ таппинче пысăк технологисен витĕмлĕхĕ  тĕп вырăнта. Проектсене кăсăклă тăвас тесессĕн, шăпах та цифра витĕмлĕхĕ кирлĕ. Специалистсен уйрăмах тимлĕ пулмалла, пĕлӳ шайне те ӳстерсех пыма тăрăшмалла.   

«Росатом» Патшалăх корпорацийĕн проект офисĕн ертӳҫи Алексей Мещеряков хăйĕн сăмахĕнче хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. «Тухăҫлă регион» Чăваш Енре ҫав тери лайăх пурнăҫланса пынине асăннă. «Пĕлетĕп, республика асăннă проекта пурнăҫлассипе ыттисемшĕн паха тĕслĕх пулса тăнине. Инвестици явăҫтарасиипе те республика курăмлă ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех.  Кун пек ӳсĕмсемпе ҫĕршывра та хăш-пĕр субъектсем кăна палăраҫҫĕ, вĕсемпе пĕр тан Чăваш Республики пысăк ҫитĕнӳсемпе малаллах ăнтăлать.  «Сквозной инвестиционный поток» проекта хутшăнсан питĕ кăмăллă пулнă пулĕччĕ. Регион ĕҫлеме пĕлет. Енчен те вырăнти хăй тытăмлăхĕсемпе, ятарлă министерствăсем, Правительствăпа пĕрле килĕшсе, пĕрне-пĕри пулăшса пырсан, проектсем тата та хăвăртрах пурнăҫланĕҫ, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ырă енне улшăнса пырĕ», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Алексей Мещеряков.

««Сквозной инвестиционный поток» проекта хутшăнмалла. Ку темăпа эпир икĕ ҫул ĕҫлетпĕр. Енчен те методика пур пулсан, унпа  усă курмалла. Кирек-епле ĕҫе те ҫирĕп йĕркене пăхăнса пурнăҫласа пыма пĕлмелле. Тепĕр тесен, республикăн паха ĕҫ опычĕ те ҫук мар», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахне пуҫарнă май, «Тухăҫлă регион» проект республикăра питĕ аван пурнăҫа кĕрсе пырать тенĕ.  Вăл проекта хутшăнакансен йышĕ 54 организаци пулнине ҫирĕплетнĕ ведомство ертӳҫи. Пĕтĕмпе вĕсем 322 проект хатĕрленĕ, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе 1100 команда тăрăшнине те хыпарланă министр.   Проектсен командисем ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ методикăсене пурнăҫа кĕртсе пыччăр тесе, Чăваш Республикинчи промышленноҫа аталантарассипе ĕҫлекен фонд ҫумĕнче 2022 ҫулта ака уйăхĕнче Республика центр ĕҫне пуҫарса янă. Патшалăх секторĕнче экономикăна перекетлĕ технологисен витĕмлĕхне кĕртсе пырассипе те асăннă центр курăмлă пулăшса пынине каланă ведомство ертӳҫи.   

Чăваш Республикинчи «Тухăҫлă регион» проект ăнăҫлă пурнăҫа кĕнине шута илсе, 2022 ҫулта «Росатом» Патшалăх корпорацийĕ Чăваш Ене «Тухăҫлă пуҫару» конкурсăн грантне тивĕҫме, вăл ăмăртăва хутшăнма кĕртнĕ.  Фондăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 14 млн танлашать.  

«Кăҫал чӳк уйăхĕнче Чăваш Республикин Экономика министерстви заявка панă. Пирĕн республика конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне парăнтарса  иккĕмĕш пайне кĕнĕ. Раштав уйăхĕн 1-2- мĕш кунĕсенче проектсене хӳтĕленĕ. Тен пĕтĕмпех лайăх пулсан, малти вырăна та тухма май килĕ», тесе ҫапларах каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов.   

        



21 декабря 2022
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter