Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе 2022 ҫулти пӗтӗмлетӳ «тӳрĕ линине» ирттерет

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе 2022 ҫулти пӗтӗмлетӳ «тӳрĕ линине» ирттерет

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе 2022 ҫулти пӗтӗмлетӳ «тӳрĕ линине» ирттерет.

Республика Пуҫлăхĕ эфира раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче 18 сехетре тухать. 

Ҫынсене кăсăклантаракан ыйтусене хурав панă май, Чăваш Ен  Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫулталăкри тӗп пӗтӗмлетӳсене тӑвать, республикӑн 2022 ҫулхи аталанăвĕн малтанхи результачӗсене палăртать.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, хăвăр ыйтӑвӑрсене е сĕнӗвӗрсене ятарлă формăпа ҫырса пĕлтерме пултаратăр.

Аса илтеретпĕр, «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче колл-центр ĕҫлĕ, унта 565-100 номерпе шăнкăравлама пулать.

Тӳрĕ эфира Чăваш Наци радиовĕн, Тăван радиовĕн хумĕсем ҫинче тата «Чувашская Республика» пĕрлешӳре ВКонтакте социаллă сетьре курма май пулĕ. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕн должноҫне йышăннăранпа Олег Николаев, ҫӳлерех асăннă «тӳрĕ линие» шутламасан, пурĕ 14 хутчен тӳрӗ эфира тухнă, ҫав шутра 2020  ҫулта – виҫĕ хутчен, 2021 ҫулта – пилĕк хутчен, кăҫал вара ултă хутчен. 

 



22 декабря 2022
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter