Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Энергетик кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Энергетик кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин энергетика комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Энергетик кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Енре отраслӗн сакӑр пин ытла ӗҫченӗ экономикӑн, организацисемпе предприятисен, транспорт комплексӗпе строительство сферин тата, чи кирли, пирӗн республика ҫыннисен йӗркеллӗ ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерсе тӑрать.

2022 ҫул Чӑваш Ен энергетика тытӑмӗшӗн пӗлтерӗшлӗ улшӑнусене хускатса янӑ тапхӑр пулса тӑчӗ: муниципалитетсен энергипе тивӗҫтерекен объекчӗсене пӗрлештерес енӗпе пы­сӑк ӗҫ тапранса кайрӗ, эпир ӑна ҫитес виҫӗ ҫулта пурнӑҫлама палӑртатпӑр.

Малашлӑхра – энергин ҫӗнелекен ҫӑл куҫӗсемпе усӑ курса  хӗвел электростанцийӗ тӑвасси, электромобильсем валли заправкӑсем уҫасси. Ҫакӑ пурте – «симӗс энергетика» тытӑмне кӗрекен ӗҫсем, вӑл вара Чӑваш Республикине ҫирӗппӗн аталантармалли программӑна йӗркеллӗн кӗрсе пырӗ.

Япӑх ҫанталӑка пула республикӑна электричествӑпа тивӗҫтерсе тӑрасси пӑсӑлнӑ тапхӑрта аварипе юсав ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑ мӗн-пур ҫынна уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Сире сетьсенче тӗл пулма тивнӗ аварипе сиенсен масштабӗ – халиччен пулманскер. Ҫавна пӑхмасӑр эсир хальхинче те хӑвӑр ӑсталӑхӑрӑн ҫӳллӗ шайне ӗненмелле кӑтартса патӑр.

Чӑваш промышленникӗсем Раҫҫей энергетикин мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ шуланаҫҫӗ, вӗсем электротехника продукцийӗн калӑпӑшӗн 40 процентне яхӑн туса кӑлараҫҫӗ. Ҫӗршывӑн пӗтӗм энергетика тытӑмӗ эсир тӑвакан йышӑнусене шанать. Пирӗн приборсем киберхӑрушсӑрлӑха, технологи суверенитетне тивӗҫтереҫҫӗ тата ют ҫӗршывсен программа тивӗҫтерӗвне пӑхӑнса тӑрассинчен тата комплектлакан пайсем ҫитменнинчен  хӑтӑлма май параҫҫӗ.

Пирӗн килсене ҫутӑ тата ӑшӑ парнелекен мӗнпур ҫынна аварисӗр ӗҫлеме тата ҫӑмӑлах мар ӗҫӗрте малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп! Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑхпа телей!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                      Олег Николаев



22 декабря 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter