Çĕнĕ саккунсене пăхса тухнă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 14-мĕш сессийĕнче депутатсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансене электричествăпа çӳрекен транспортпа тивĕçтересси, уйрăм аталанакан экономика лапамĕн резиденчĕсене налук каникулĕсем парасси, ятарлă çар операцине хутшăннă паттăрсен çывăх çыннисене тĕрев уйăрасси пирки тĕрлĕ саккунсене пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем регион конституцине улшăнусем кĕртнĕ. Хальтен республика Пуçлăхĕн муниципалитет пĕрлешĕвĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕсен ертӳçисене ĕçри айăпшăн явап тыттараççĕ – вĕсене должноçран хăтарма пултараççĕ. Малашне республика Пуçлăхĕ умлă-хыçлă икĕ срокран ытларах та суйланаять. Çавнашкал улшăнăва Раççейри 76 регионта йышăннă та ĕнтĕ. Ку çĕнĕлĕхе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ырларĕç. Республика Правительстви ăнăçлă, тухăçлă ĕçлет пулсан мĕншĕн регион ертӳçине малалла ĕçлеме чăрмантармалла терĕç. Парламентарисем тепĕр пĕлтерĕшлĕ саккун йышăнчĕç. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнчен Донецк, Луганск Халăх Республикисене, авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнчен Запорожье тата Херсон облаçĕсене ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе кайнă салтаксене те малашне 1 миллион тенкĕ парса пулăшĕç. Çак укçана паттăрсем хăйсем, е вĕсен çывăх çыннисем илме пултарĕç.



НТРК
22 декабря 2022
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter