Ĕç тухăçлăхĕ ӳснĕ

Чăваш Енре «Тухăçлă регион» проект туллин пурнăçланса пырать. Республика унта 2021-мĕш çултанпа хутшăнать. Проект пулăшнипе регион 93 миллион тенкĕ перекетленĕ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Тухӑҫлӑ регион» проекта пурнӑҫланин кăтартăвĕсене республикăри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисен тухӑҫлӑхне хак памалли кӑтартусен шутне кĕртме сĕнчĕ. Çавăн пекех муниципалитет районĕсен, муниципалитет округĕсен, хула округĕсем инвестици илĕртӳллĕхне ӳстерме, экономика вăй-хăватне аталантарма пулăшакан Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грант виçине палăртнă чухне те кăтартусене шута илмелле. Вăхăт 2023-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен. Çулталăкра проектсен шучĕ 21 хут ӳснĕ. Унта хутшăнас текенсем 3 хут ытларах. Ĕç йĕркине улăштарни 528 000 ĕç сехетне перекетлеме май панă. Ку 93 миллион тенкĕпе танлашать. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Ку проектпа эпир çулталăк çурă ĕçлетпĕр. Чылай ĕç турăмăр. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене хăвăртрах та ансатрах илме пуçланă», – терĕ.



22 декабря 2022
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter