Ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин ҫамрăксен политикине халалланă темăпа ирттернĕ Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ларăвне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă

2030 ҫулччен ҫĕршывра ҫамрăксен политикине аталантарассипе ҫĕнĕ Стратеги хатĕрлеме тĕрлĕ предложенисем тăратнă.
Ҫамрăксен политики тема – стратегиллĕ пĕлтерĕшлĕ, кун пирки Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин каланă.
«Ҫамрăксене тĕрлĕ енлĕн пулăшассине пĕтĕм ҫĕршывăпех йĕркелесе пымалла. Тĕп тĕллевсенчен пĕри – ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ҫитĕнтересси. Ун чухне вара ҫамрăк яш-кĕрĕм Раҫҫейĕмĕршĕн тăрăшĕ. Тăван ҫĕршывăмăр ҫирĕппĕн аталанса пытăр тесе хăйсенчен мĕн килине пĕтĕмпех туса пыма вăй-хал пуҫтарĕ», – тесе ҫапларах каланă хăйĕн сăмахĕнче Патшалăхăмăрăн Пуҫлăхĕ.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха пуҫарнă май, ҫамрăксен политики анлă инфратытăм йĕркелесе тăратма хистенине асăннă. Енчен те ҫитĕнекен ăру кирлĕ пек ăнăҫлă аталанса пытăр тесессĕн, тĕрлĕ условисем йĕркелесе тăратмаллине, професси пĕлĕвне илме майсем тумаллине, канма та паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан меслетсем йĕркелемеллине, пĕр сăмахпа каласан Раҫҫейшĕн парăнса пурăнма вĕрентсе пымаллине палăртнă. Ҫĕршывшăн кулленех таса чунпа, яваплăха туйса пурăнни вара уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн шухăшĕпе мĕн ĕмĕрсем хушши пулса пынă ырă йăл-йĕркесене тĕпе хурса пурăнма чĕнсе каланă вăл сăмаха ҫавăрса.