Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енĕн пултаруллă ĕҫченĕсене патшалӑх наградисемпе чысланă

Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Енĕн  пултаруллă ĕҫченĕсене патшалӑх наградисемпе чысланă

 Тĕрлĕ профессисенчи чи хастар та пултаруллă, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă республикăри 35 ĕҫчеше Федераци тата республика шайĕнчи патшалăх наградисемпе: орденпа, медальпе, хисеп грамотипе чысланă.   

«Ҫулталăк ĕҫĕсене пĕтĕмлетнĕ май, яланхи пекех пысăк кăтартусемпе палăрнисене наградăсем парса хавхалантарасси йăлана кĕнĕ. Паллă ҫынсен ҫулталăкĕнче чылай пысăк мероприятисем йĕркелесе ирттернĕ. Тĕрлĕ сферăри пултаруллă ентешĕмĕрсем пирки чаплă та кăсăклă пулăмсем йĕркеленĕ.  Паян та калас пулсан, сирĕнтен кашниех республика аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывать. Хăвăра шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫласа пыни те куҫ кĕретех. Тăрăшса ĕҫленине кура, ҫитĕнӳ те ҫук мар. Эсир республикăн, ҫĕршывăмăрăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕшĕн кулленех тăрăшатăр, хăвăртан мĕн килнине тăватăр. Сирĕн паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн, уйрăмах ҫитĕнекен ăрушăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, тĕслĕх вырăнне пулса тăрать», – тесе ҫапларах каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.      

Сăмах май, паянхи мероприяти пирки калас пулсан, культура пайĕнче вăй хуракансен наградăсем чылай.  Раҫҫей шайĕнче Культура еткерлĕхĕн ҫулталăкĕ тесе йышăннă иртсе каякан ҫула, апла пулсан, сăлтавĕ те ҫакăнтах пулĕ тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.  «Чăнласах та, культура ĕҫченĕсем курăмлă мероприятисем ҫулталăкĕпех йĕркелесе пычĕҫ, 2022 ҫул кăсăклă иртсе кайтăр тесе, хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех турĕҫ тесен те йăнăшх мар пулĕ.  Паллă ентешĕмĕрсемпе час-часах уҫă калаҫусем, вĕсене халалласа культура мероприятийĕсем ирттернĕ», – тенĕ Ертӳҫĕ.

«Чи пахи, пурсăмăра та  вăй хушаканни – йывăр лару-тăрăва парăнтарма пĕлни. Хумхануллă пулăмсене час-часах культурăра тăрăшакансем хутшăнчĕҫ, халăхăн кăмăл-туйăмне ҫемҫетме пултарчĕҫ.  Ырă кăмăллăх акцисене хутшăнса, концертсем те кăтартрĕҫ.  Тепĕр тесен, Донбаса ҫитсе салтаксене хаваслă кăмăл-туйăм парнелеме пултарчĕҫ», – тенĕ вăл.

Паян мероприятине пухăннă мĕнпур ентешĕмĕре республика Пуҫлăхĕ ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе саламланă. «Каламасăрах паллă, иртсе каякан ҫул никамшăн та ҫăмăлах пулмарĕ пулĕ. Пур-пĕрех япăх теме те хĕн. Сахал мар йывăрлăхсене парăнтарнă, ҫитĕнӳпе те палăрнă.  Пирĕн кăтартусем те ҫук мар,  малаллах пысăк утăмсемпе ҫитĕнӳсем патне ăнтăлнă», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.  Хамăрăн несĕлĕмĕрсен ĕҫне малалла тăсса, пирĕнтен кашни пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшни те куҫ кĕретех»,  тенĕ Пуҫлăх.

Культурăпа искусствăра тава тивĕҫлĕ ĕҫсем туса пынăшăн пуҫласа Правительство ҫуртĕнче хисепе тивĕҫнине орден парса чысланă. Паллă наградăна йышăнасси пирки  РФ Президенчĕ Владимир Путин 2021 ҫулта пуҫласа алă пуснă.  Чăваш Енрен ăна пĕрремĕш Раҫҫей Ӳнерҫисен Союзĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Владимир Нагорнов тивĕҫнĕ.  

Владимир Порфирьевич Святослав Федоров, Константин Иванов, Петĕр Хусанкай, палăкĕсене сăнарласа панă. Кӳршĕллĕ регионсенче те вăл ӳкернĕ сăнарсем хисеплĕ вырăнта. Пĕр сăмахпа каласан, вăл ăсталанă ӳкерчĕксенчен палăксем лартни те куҫ кĕретех.     Амăшĕн палăкĕ Чăваш Енĕн тĕп хулинче паллă вырăн йышăнать, унпа эпир мăнаҫланатпăр, ĕмĕр асăмра тытатпăр.

«Патшалăхран ҫав тери пысăк наградăна тивĕҫни – хăйне евĕр маншăн хумхануллă та яваплă пулăм пулса тăчĕ. Хамăрăн культурăна тата та ытларах хисеплеме, ăна юратса пурăнма витĕм кӳрет. Пирĕн йăла-йĕркене упрамалла, ăна ламран-лама куҫарса пырассишĕн ӳлĕмрен те ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Хам енчен шантарсах калатăп, кирлĕ пек ĕҫсене яваплăха туйса ӳлĕмрен те пурнăҫласа пыма. Пысăк тав сире мана ҫакăн пек наградăна парса чысланăшăн», – тесе каланă Владимир Нагорнов.   

Паллă пулăмра ытти наградăсене тивĕҫнисем те пур. Вĕсенчен кашни республика Правительствине, хăйсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă.  

«Пирĕн тăрăха курма килекенсем, тăтăшах Шупашкар  ҫав тери хитре те илемлĕ хула тесе хаклаҫҫĕ. Архитекторсем, чăнласах хăйсен ăсталăхне кăтартса панă, кулленех чаплă объектсем хута каяҫҫĕ. Хулан инфратытăмĕ вăй илсе пыни те куҫ кĕретех. Тăван тавралăх илемленет. Ҫĕршыври ытти регионсемпе танлаштарсан та, пирĕн республика хăйне евĕр паха, ҫитĕнӳсем те ҫакнах ҫирĕплетеҫҫĕ», – тесе палăртса каланă «Чувашгражданпроект» АО тĕп архитекторĕ Татьяна Ижанова.   

Паян Чăваш Енре пурăнакан вун виҫĕ ҫынна патшалăх наградипе чысланă. Ку е вăл е тата ытти наградăсене тĕрлĕ сферăсенче тăрăшакансем тивĕҫлĕ пулнă, вĕсем хушшинче социаллă сферăра ĕҫлекенсем, культурăпа аграри тытăмĕнче, муниципаллă службăра вăй хуракансем, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем.  



23 декабря 2022
15:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter