Чăваш Енре Паллă ҫынсен ҫулталăкне савăнăҫлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ

Чăваш Енре Паллă ҫынсен ҫулталăкне савăнăҫлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевпа пĕрле ирттернĕ торжестăвлла пулăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

Регион Етрӳҫи иртсе пыракан ҫула кăсăклă та кăмăллă ирттерме хутшăннă мĕнпур ҫынна мухтаса тав сăмахĕсем, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисем парса чысланă, ҫывхарса килекен Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче тата та курăмлă чаплă мероприятисем ирттерме чĕнсе каланă.  

«Ҫулталăк тăршшĕпе сахал мар ырă ятсене аса илтĕмĕр, вĕсем пирки тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕмĕр. Пирĕн хушăмăрта хисеплĕ те паллă ентешĕмĕрсем сахал мар, вĕсемпе эпир чăнласах та, мăнаҫланатпăр. Вĕсен пуян историйĕ, пысăк ҫитĕнĕвĕ ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕхре. Вĕсем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă, ҫитĕнĕвĕсем пулас ăрушăн паха тĕслĕхре», – тесе палăртса каланă  уява пухăннисене саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Сăмах май, паллă ҫынсене хисеплесе тĕрлĕ кĕнекесем, наука ĕҫĕсем, пултарулăх каҫĕсене ирттернине те палăртнă вăл.  Пирĕн ҫитĕнекен ăрăва хамăрăн йăла-йĕркесене тытса пыма вĕрентесси, ăна ламран-лама куҫарса пырасси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă регион Пуҫлăхĕ.  

«Ҫитес ҫула Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕ тесе йышăннă. Паллă, мероприятисем кăҫалхи ҫулпа е тата маларахри ҫулталăксемпе тӳр килсе тăраҫҫĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăннă. Апла пулсан, ҫитес ҫул та пуриншăн те кăсăклă пулассине шанатпăр», – тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Ҫамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парасси – тĕп тĕллев. Патшалăх ҫамрăксен политикин ҫул-йĕрне пирĕн те хастар кӳлĕнмелле, пуласлăх ҫитĕнекен ăрура. Ачасемпе ҫамрăксен юхăмне кирлĕ пек шайра тытса пырса аталантарасси те приоритетлă шутланать.  Чăваш Енĕн Паллă ҫынсен ҫулталăкĕ пирки сăмахланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хальхи вăхăтра пыракан ятарлă ҫар операцийĕсем ҫинчен те чарăнса тăнă, унта пирĕн ентешĕмĕрсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланине, мирлĕ пурнăҫшăн тăшмансене хирĕҫ кĕрешнине асăннă.  

«Ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене Чăваш Енĕн паттăрĕсем яваплăха туйса пурнăҫлаҫҫĕ.  Пирĕн икĕ Герой пур – Дмитрий Семенов, тата Александр Старчков.    Ытти паттăрсем те пирĕн хушăмăрта чылай, вĕсен ячĕсем ĕмĕр асра. Ҫĕршыв  Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме хутшăнакан кашни ҫын хăйне евĕр Герой пулса тăрать. Вĕсем пире мирлĕ пурнăҫ туса парассишĕн кĕрешеҫҫĕ.  Ертӳҫĕ палăртнă тĕллевсемпе пурсăмăр та килĕшетпĕр», – тесе сăмаха ҫавăрнă  Олег Николаев.

Савăнăҫлă уявра ҫамрăксене патриотла воспитани парас ĕҫе хастар хутшăннă Денис Любимова, аслă стрелока Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав сăмахĕпе чысланă.  Палăртса хăваратпăр, вăл ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă, хăйне шеллемесĕр, тăшмана хирĕҫ тăнă, пысăк паттăрлăхпа палăрнă.   

Паллă ҫынсен ҫулталăкне халалласа ирттерĕ мероприятисен хăш-пĕр ертӳҫисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов саламланă, наградăсем парса хавхалантарнă.   

Ҫитес ҫул Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕ, ăна СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев старт панă.  Уяв мероприятийĕ савăнăҫлă юрă-кĕвĕпе вĕҫленнĕ.

Мероприятине курма пынисене валли театр фойинче ятарлă курав хатĕрлесе тăратнă, унта Чăваш Енĕн паллă ҫыннисем пирки кăсăклă материалсем вырнаҫтарнă.



26 декабря 2022
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter