Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев патшалăх тата муниципалитет служащийĕсене саламланă

Паян республикăри «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» тата «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет служащийĕ» конкурссен çĕнтерӳçисене чысланă, вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.
Паянхи пулăма республикăри патшалăх влаçĕн органĕсен ертӳçисем, конкурссен йĕркелӳ комитечĕсен членĕсем, кадр службисен сотрудникĕсем хутшăннă.
Савăнăҫлă лару-тăрăва уҫнă май, конкурсăн тĕп тĕллевĕ – патшалăх граждан служащийĕсен чи паха ĕҫ опычĕсене тупса палăртасси, вĕсен сумне ӳстересси, кулленхи ĕҫре те вĕсен тĕслĕхне тĕпе хурса ĕҫлесе пыма вĕренсе пырасси. Мĕнпур ĕҫчешсен ĕҫри пахалăх шайне ӳстерсе пырасси те актуаллисен йышнех кĕрет.
«Конкурса хутшăннисем пурте – пуçаруллă, хастар, малашлăх тĕллевлĕ тата вĕсем çĕнĕлле шухăшлаççĕ тата ĕçлеççĕ», – тенĕ Пуҫлăх.
«Эсир, ăмăртăва хутшăннисем, пурте – çĕнтерӳçĕсем. Ĕçтешĕрсен хушшинче хăвăра пур енчен лайăххипе кăна кăтартрăр», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
«Паян эпир пурсăмăр та хамăра шанса панă ĕҫе яваплăха туйса саккунсене пăхăнса пурнăҫласа пыма тăрăшатпăр. Уҫҫăн ĕҫлени – тухăҫăха ӳстерсе пыма май парать, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма та витĕм кӳрет. Тепĕр тесен, чи лайăх паха ĕҫсене шыраса тупсан, вĕсене ыттисене вĕренсе пырасси те тĕп ыйтусемех пулса тăраҫҫĕ», – тесе каланă Олег Николаев.
Ҫакнашкал конкурссенче эпир креативлă майсем шыратпăр, пирĕн ĕҫе тухăҫлăрах туса пыма вĕренсе пыратпăр. Енчен те пирĕнтен кашни тухăҫлă ĕҫлесе пыма вĕренсе ҫитес пулсан, бюджет укҫине те перекетлеме вĕренĕпĕр. Пĕр сăмахпа каласан, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса, яваплăха туйса пурăнма та хăнăхăпăр», – тенĕ вăл.
2022 ҫула конкурса сакăр патшалăх граждан служащийĕпе 25 муниципаллă служащийĕ хутшăннă. Кăҫалхи ҫул хăйне евĕр ҫĕнĕлĕхсем те пулнă. Онлайн мелĕпе тест ирттернĕ, пĕр сăмахпа каласан служащийĕсен тавра-курăмлăхне тĕрлĕ енчен хакланă.
Чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ ята Чăваш Республикин строительство министерствинче пай пуҫлăхĕ пулса тăрăшакан Константин Анисимов тивĕҫнĕ. Иккĕмĕш вырăна Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствинче пай пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Лариса Ермакова, виҫҫĕмĕш вырăна Чăваш Республикин Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕнче вăй хуракан Алексей Козин ҫĕнсе илнĕ.
Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет служащийĕ – Ҫĕмĕрле муниципаллă округра пай пуҫлăхĕ пулса тăрăшакан, администрацийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ – Андрей Мостайкин ҫĕнсе илнĕ, иккĕмĕшне – Шупашкар хула администрацийĕнче пай пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Александр Михайлов, виҫҫĕмĕшне – Улатăр районĕн администрацийĕнче тĕп специалист-эксперт пулса ĕҫлекен Инна Кирилллова тивĕҫлĕ пулнă.
«Муниципалитет районĕн (хула округĕн) чи лайăх муниципалитет служащийĕ» номинацире Елчĕк районĕнче ял поселенийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ пулса ĕҫлекен Вера Турхан тивĕҫнĕ. Иккĕмĕш вырăна Ольга Петрова Йĕпреҫ районĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ пулса тăрăшать. Виҫҫĕмĕш вырăна – Элĕк районĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕп специалист –эксперт пулса вăй хуракан Инна Павлова тивĕҫлĕ пулнă.