Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе  саламлани

Чӑваш Енӗн ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе   Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир пӗрре чӗннипех пулӑшма килсе ҫитетӗр, кирек мӗнле майсӑр лару-тӑрӑва та, ан тив вӑл техногенлӑ сӑлтавпа е ҫут ҫанталӑк витӗмӗпе пулакан пушар, шыв илни, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗ е ытти пӑтӑрмах пултӑр, пуринчен малтан тӗплӗн тишкерсе тухса ӑна сирмелли майсене палӑртатӑр.

Чи пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрура та эсир яланах пысӑкран та пысӑк ӑсталӑ­хпа палӑратӑр, васкавлӑн та кал-кал ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. 2022 ҫул пуҫланнӑранпа пулса иртнӗ пушарсенче Чӑваш Республикин ҫӑлавҫисем ҫине тӑнипе 179 пурнӑҫа упраса хӑварнӑ, шывра шар курнӑ 36 ҫынна ҫӑлнӑ.

Сире ҫынсемшӗн тӑвакан ӗҫӗршӗн, професси тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пур­нӑҫласа пынӑшӑн пысӑк тав. Паттӑр та хӑюллӑ, ыттисене ҫӑлассишӗн теветкелленме хатӗр пулнине кура сире ҫывӑх ҫыннӑрсемпе тӑванӑрсем кӑна мар,  мӗнпур ентеш чунтан хисеплет.

Ӗҫӗрсем яланах ӑнса пыччӑр! Сире ҫирӗп сывлӑх, телей тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                      Олег Николаев



27 декабря 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter