Раҫҫейри пĕрремĕш хăмла пуҫтарса типĕтсе тирпейлемелли комплекс 2023 ҫулта Чăваш Енре пуҫласа хута кайĕ

Раҫҫейри пĕрремĕш хăмла пуҫтарса типĕтсе тирпейлемелли комплекс 2023 ҫулта Чăваш Енре пуҫласа хута кайĕ

Пуҫласа тĕслĕх техникăна ҫурла уйăхĕнче, ҫĕнĕ тухăҫа пухса кĕртнĕ тĕле ĕҫлеттерсе яма шутлаҫҫĕ.

«Раҫҫейе хирĕҫ тăратнă санкцисем пирĕн ума ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуҫаруллă ĕҫсем туса пыма витĕм кӳчĕҫ.  Наци бренчĕ – чăваш хăмли пирки калаҫу пырать те кунта», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  Уҫă канашлăва ку хутĕнче хăмлана тирпейлесе пуҫтарассипе ĕҫлекен предприятисен ертӳҫисем пухăннă. «Эпир хăмла латса ҫитĕнтерес ĕҫе пуҫласа кăна тытăнтăмăр, ăна ҫĕнĕ вăй-хăватпа курăмлăн аталантарса яма та пултарайратпăр.  Енчен те мĕнпур палăртса хунă ĕҫсне пĕлсе, пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса пурнăҫласа пырсан, хăмла лартса кăна ҫитĕнтермĕпĕр, ăна тирпейлесе пуҫтарса хурасси ҫине те тимлĕх уйăрăпăр. Комбайнсем пулсан, тавара типĕтсе хумалли ятарлă  уйрăмсем хатĕрлесен те питех те пĕлтерĕшлĕ пуласси куҫ кĕретех.  Паянхи куна илес пулсан, хăмлана тĕрĕс тата кирлĕ пек лартса ҫитĕнтерессипе курăмлă ĕҫлекенни  те – Чăваш Ен.  Вăрлăх та ҫук мар регионăн.      Палăртнă отрасле аталантарассипе Чăваш патшалăх ял хуҫалăх университечĕ те аван ĕҫлет. Апла пулсан, хăмлан пуласлăхĕ пысăккă. Кун пирки нимĕн иккĕленмесĕрех калама плтарайратпăр», тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Палăртма кăмăллă, Раҫҫейре туса илекен тавартан 93 процентне Чăваш Республикинче тирпейлени те ҫакнах ҫрĕплетет. Пуласлăх валли палăртнă тĕллевсене шута илсен, ӳлĕмрен тата та тавара тепĕр 20 процента ҫити ӳстерме пултарайратпăр. Енчен те ҫакăн евĕр пĕтĕмпех ĕҫсем пулса пырсан, ют ҫĕршывсене те тавара ăсатма пултарас шанăҫ пур.  Тепĕр тесен, хальхи вăхăтра та пирĕн тавара ют ҫĕршывсем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.  Ыйту – кăтартăва та та ытларах ӳстересси» тенĕ Ертӳҫĕ.  

Олег   Николаев хăмла вăрлăхĕ пирки сăмах пуҫарнă. Ăна анлăрах сарасси ҫинчен хăш-пĕр шухăшсене пĕлтернĕ. «Специалистсене хатĕрлемелле, техника хатĕр тăратмалла», тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Хăмлана пухса типĕтмелли ятарлă хатĕрсем ҫĕршывĕпех те ҫук тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  Енчен те Чăваш Енри хăмла лартса ҫитĕнтерекен лаптăксене шута илес пулсан та, вăтамран пирĕн регион валли тăватă комплекс кирлĕ пулĕ.  Техника валли ятарлă программа пăхса хăварсан аван. Апла пулсан, пуласлăхри тĕллевсем пысăк, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те ырми-канми тăрăшма тивĕ.

 Республикăри районпа хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсене аса илтернĕ, хăмла лартса ҫитĕнтерме ятарлă вырăн хатĕрлемелле, ҫĕрсене пусă ҫаврăнăшне кĕртме тăрăшмалла.  «Плана пăхăнса ĕҫсене йĕркелесе пымалла.  Ҫĕрсене кăна хатĕрлемелле мар, хăмла лартса ҫитĕнтерессипе пысăк технологисен витĕмлĕхне шута илмелле.  Рынок пире кĕтсе тăмасть, ĕҫĕн хăвăртлăхне ӳстермелле, виҫĕ ҫул хушшинче палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе ҫитермелле», –  тенĕ вăл.

Регион Ертӳҫи хăмла лартса ҫитĕнтерес ĕҫе хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă, Раҫҫей шайĕнче пулакан фестивале хапăл тусах хутшăнма сĕннĕ.

«Кадрсем хатĕрлессипе центр ĕҫне пуҫарса яма тăрăшмалла, вăрлăх хатĕрлемелле, техника ҫителĕклĕ таран туянмалла», – тесе хушса каланă Пуҫлăх.

«Республикăра ял хуҫалăх техникисене тирпейлесе кăларассипе тимлекен ятарлă предприятисем те пур. Чи кирли, тĕрĕс пĕлсе техника пуҫтарасси, тепĕр тесен, юншашар кӳршĕллĕ регионсен паха ĕҫ опытне те илме май пулĕ», – тесе пуҫарнă хăйĕн сăмахне Чăваш Республикин  промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов доклада пуҫланă май, республикăра хăмла лартса ҫитĕнтерессипе 2020-2025 ҫулсем валли ятарлă Концепци хатĕрленине те хыпарланă.  Регион бюджетĕнчен палăртнă ĕҫсене пурнăҫа кĕртме субсиди мелĕпе патшалăх енчен тĕрев пама та пăхса хăварнине асăннă ведомство пуҫлăхĕ.    Кĕскен калас пулсан, паянхи куна регионта хăмла лартса ҫитĕнтерессипе Етĕрнере, Вăрмарта, Вăрнарта аван предприятисем ĕҫлеҫҫĕ.     Чăваш патшалăх аграри университечĕн ҫумĕнче хăмла лартса ҫитĕнтерессипе наукăпа техника центр ĕҫне те пуҫарса янă.  Пуласлăхра «ҫулсен карттине» йĕркелесшĕн. Республикăра ултă хуҫалăх вăл ĕҫе хастар кӳлĕннĕ.

«Русхмель»  ООО директорсен Канашĕн председателĕ Алексей Ванюшин регион пуҫлăхне ҫӳлерех асăннă ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă.  «Эпир кăҫал пĕрремĕш хут хамăрăн ҫĕнĕ тухăҫа пухса кĕртрĕмĕр. Хăмла вырнаҫтармалли объектсене те турăмăр проектпа килĕшӳллĕн. Ытти ĕҫсене те технологисене пăхăнса йĕркелесе пыратпăр», тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Умра тата та ытти ыйтусем нумай.  Пирĕн хăмла шăрши ыттисене питĕ кăмăла каять. Каламасăрах паллă, Раҫҫей шайĕнче кăна мар, ытти ҫĕршывсене те тавара ăсатма пултарайратпăр», тенĕ вăл.    

 



27 декабря 2022
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter