Республикăра пурăнакансемпе 2022 ҫула «тӳрĕ лини» мелĕпе пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Республикăра пурăнакансемпе  2022 ҫула «тӳрĕ лини» мелĕпе пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Республика  Пуҫлăхĕ пулса ĕҫлеме тытăннăранпа Олег Николаев 15-мĕш хут «тӳрĕ лини» мелĕпе эфира тухнă, халăхпа уҫă калаҫу ирттернĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусем ҫине тивĕҫлĕ хурав панă.  Ку хутĕнче регион Пуҫлăхĕ эфирта 2 сехет те 26 минут хушши пулнă. Кĕскен калас пулсан, 2020 ҫулта вăл виҫĕ хутчен эфира тухнă, 2021 ҫулта – пиллĕк, кăҫал вара ҫичĕ хутчен халăхпа  тӳрĕ эфирта уҫă калаҫу ирттернĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем ҫине  Чăваш Наци радиовĕн тата Тăван радио хумĕсем ҫинче хурав панă. Кунсăр пуҫне регион Ертӳҫин официаллă аккаунчĕсенче те социаллă сетьре «тӳрĕ лини» мелĕпе ирттернĕ калаҫăва пăхма май пулнă.

Пĕтĕмпе Пуҫлăх патне 210 ытла ыйту панă, вĕсенчен 80 яхăн ыйту колл-центра ҫитнĕ, Яндекс-формăпа – 83, соцсети урлă 50 ыйту пулнă. Икĕ сехет ытла тăсăлнă калаҫу вăхăтĕнче Олег Николаев пĕтĕмпе 30 ыйту ҫине хурав парса ĕлкĕрнĕ.

Эфир вăхăтĕнче ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансен ашшĕ-амăшĕсене епле ҫăмăллăхсемпе тивĕҫтерни пирки ыйту пулнă.  Медицина учрежденийĕсенче кадр ыйтăвĕ ҫивĕч тăрать, кун пирки те Пуҫлăха пĕлтернĕ. Шкулсем тăвасси, тăлăхсене хăтлă ҫурт-йĕрпе тивĕҫтересси, тăван чĕлхене упрасси, туризма аталантарасси, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче суйлав йĕрки тата ытти ыйтусем те хăйсен хуравĕсене «тӳрĕ лини» мелĕпе ирттернĕ вăхăтра тупнă. Чăваш Енри ЦУР ĕҫĕсене кĕскен пăхса тухнă май, вĕсем патне ытларах халăх ҫул-йĕр ыйтăвĕсене илсе ҫитерни паллă. Тавралăха тирпей-илем кĕртесси, ЖКХ ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех тăнă.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Олег Николаев иртсе пыракан ҫул ăна епле асра юлни пирки каласа панă.  Чи малтанах вăл тĕнчери лару-тăру пирки чарăнса тăнă, ҫĕршывра пулса иртекен пулăмсене аса илнĕ май, ятарлă ҫар операцийĕсене палăртнă.  Мобилизаци хăйне евĕр тарăн йĕр хăварнине те каланă вăл. Кĕтмен ҫĕртен сиксе тухнă йывăрлăха пĕрле пĕр чăмăра пухăнса парăнтарма тивнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Пĕрлĕхре – вăй текен ăнлав паянхи пурнăҫ таппишĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă Пуҫлăх.  

Пурин асĕнче юлнă тепĕр пулăм – Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти.  Шăпах та, Раҫҫейĕн Культура еткерлĕхĕн ҫулталăкĕнче мĕнпур халăх пĕрлешсе, хăйсен тавра-курăмлăхне кăтартса панă, карттăна тĕрлес ĕҫе хапăл тусах хутшăннă. Тĕрлĕ регионсенчи ăстаҫăсем ҫав тери илемлĕ тĕрлеме пултарнă хăйсен тавралăхĕ пирки. Пурĕ 89 регион хутшăннă асăннă проекта пурнăҫа кĕртме.  Раҫҫей шайĕнче чи пĕлтерĕшлĕ проект пулса тăнă пирĕн тăрăхра йĕркеленнĕ анлă ĕҫ. Кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă ҫĕршыв шайĕнче пысăк ертӳҫĕсем.   Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалласа ятарлă Комплекс хута янă Чăваш Енре.  «Эпир кун пирки маларахри тапхăрсенче ĕмĕтленнĕ кăна. Паян вара, палăртма кăмăллă, ĕмĕт – пурнăҫланнă.  Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмне чĕртсе, хамăрăн паттăрсене мĕнпур халăх асра тытать, вĕсен ырă тĕслĕхĕ ҫинче ҫитĕнекен ăрăва тăрăс-тĕкел ҫитĕнтерсе, ҫĕршыва юратса пурăнма вĕрентет», – тенĕ вăл.     

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн пурнăҫĕ пирки те кĕскен чарăнса тăнă, уншăн иртсе пыракан ҫул хăйне евĕр пулса тăнă. Вăл пуҫласа  Асатте статусне илнĕ, унăн мăнук ҫуралнă. Ырă хыпара пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин официаллă Порталĕ урлă та сахал мар ыйту килсе ҫитнĕ. Хăшĕ-пĕрисем эфира шăнкăравласа тухайманнисем, унта ҫырса хăйсене кăсăклантаран ыйтусене тăратнă. Мĕнпур ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслеве илме шантарнă регион Ертӳҫи.

«Маншăн ҫакнашкал уҫă калаҫусене ирттерни уйрăмах питĕ аван. Эпĕ халăхăн кăмăл-туйăмне пĕлетĕп, вĕсене хумхантаракан ыйтусене туххăмрах хурав парайратăп. Сахал мар ҫынсен ыйтăвне уҫăмлатма майсем пур. Хăшĕ-пĕрисем чăнласах та, хăйсем пирки питĕ кăмăллă хыпарсем пĕлтереҫҫĕ, регион Правительстви тĕрев панă ҫинчен ыттисене каласа пĕлтерме тăрăшаҫҫĕ. Енчен те кашни ыйтăва хурав парсан, халăх влаҫ хăйсем патне тимлĕх уйăрнине те лайăх ĕненет. Апла пулсан, пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлени те куҫ кĕретех.  Йывăрлăхсем те ҫук мар, вĕсене те уҫăмлатассишĕн пурсăмăр та тăрăшсах ĕҫлĕпĕр.  Тĕп тĕллевсенчен пĕри – халăхăн сĕнĕвне итлеме пĕлмелле, май пур таран вĕсене хумкантаракан ыйтусене татса пама тăрăшмалла. Пурин те хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пымалла, ун чухне ҫитĕнӳ те пуласси часах», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    



28 декабря 2022
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter