"Чӑваш Ен – Атӑл чӗри" туризм кластерне пурнăҫлассине вӗҫленĕ

"Чӑваш Ен – Атӑл чӗри" туризм кластерне  пурнăҫлассине вӗҫленĕ

Чăваш Енре 2022 ҫулхи туризм аталанăвне пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă канашлура кун пирки паллă пулнă, пирĕн тăрăха курма килес текен туристсен шучĕ тăватă хута яхăн ӳснĕ.

«Япăх мар кăтартусем. Кăшăл вирус чирĕ кăштах лăпланнине кура, халăх ытти регионсене тухса ҫӳреме пуҫларĕ.  Эпир Чăваш Енре «Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» ятлă туризм кластерĕн строительство ĕҫне вĕҫленĕ. Хулан сăн-сăпачĕ калама ҫук ҫав тери илемленчĕ. Тĕнче шайĕнче хула палăрма та пултарать. Ытти ют халăхсем пирĕн тăрăха кулленех курма тата канма килни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать пулĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  Калас пулсан, 2019 ҫулхипе танлаштарсан, кăҫал кăтарту самай ӳснĕ, 120 процента ҫити хăпарнă.    

Хĕрлĕ тӳремри Шупашкар заливĕ  Атăлҫи тăрăхĕнчи хуласем хушшинче тивĕҫлĕ пиллĕкмĕш вырăн йышăннă,  National Geograhpic ăмăртура ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Республикăн тĕп хулин ытти ҫитĕнĕвĕсем те пур, вĕсене халăх пĕрре мар ҫирĕплетнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, хулан обществăлла инфратытăмĕ кулленех вăй илсе ҫирĕпленсе пыни куҫ кĕретех. Ҫав тери хăтлă вырăнсем йĕркеленĕ хăнасем валли, ҫынсем пирĕн тăрăха час-часах курма килеҫҫĕ, паллă вырăнсемпе паллашаҫҫĕ. 

2021 ҫулхипе танлаштарас пулсан, 2022 ҫулта республикăна курма килекен туристсен йышĕ вăтамран 24 процент ӳснĕ.  Пирĕн хулара хăна ҫурчĕсем те илемлĕ, унти условисене тĕп стандартсене пăхăнса йĕркелесе тăратнă. Кăҫалхи тĕллевсем те пысăк. Планпа килĕшӳллĕн, «Мегаполис» ҫĕнĕ хăна ҫуртне  2023 ҫулта хута ярасшăн.  Енчен те пĕтĕмпех палăртса хунă пек пулсан, харăсах ҫуртра 168 номер ĕҫлеме пултарĕ. Апла пулсан, пысăк объект пуласси куҫ кĕретех.

Федераци шайĕнче ҫулсерен чаплă конкурссем ирттереҫҫĕ, енчен те вăл ăмăртусенче мала тухас пулсан, пысăк грантсем парса пулăшаҫҫĕ, федераци хыснинчен тĕрев куҫасси те часах пулĕ.  Олег Николаев конкурссене республикăри муниципалитетсен ертӳлĕхĕсене кирлĕ пек документсене хатĕрлесе парассипе хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă. Юлашки ҫулсенче патшалăх енчен туризма аталантарас ыйту ҫине тимлĕх сахал мар уйăраҫҫĕ. Апла пулсан, инфратытăма аталантарас ыйту та кун йĕркинчех тăрать имĕш. Ку тĕлĕшпе те хăтлă условисем йĕркелесе тăратассипе ҫине тăрсах ĕҫлемеллине палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  2023 ҫул вĕҫнелле М-12 трасса хута каясси те планра пур. Апла пулсан, пушшех те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлсан, туристсен юхăмĕ те вăй илсе каяссине шанатпăр. Пирĕн хамăр тăрăхра, ăна шута илсе, паянхи пурнăҫа тивĕҫтерекен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсене уҫма палăртса хумалла.  Пирĕн тĕп тĕллевенчен пĕри – вĕсене валли строительство ĕҫĕсене пуҫарма ҫĕр лаптăкĕсене те йĕркене кĕртсе пĕтермелле. Ун пирки тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Кăнтăр районсенче уйрăмах объектсене хута ярассишĕн тăрăшмалла. Вăл трасса иртекен ҫул. Туристсене валли ятарлă «ҫулсен карттине» туса парсан та вырăнлă пулнă  пулĕччĕ.  Кун пирки тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Тепĕр тесен, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене, тĕрлĕ блогерсене хамăрăн ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ĕҫсене явăҫтарма тăрăшмалла, ырă хыпарсене халăх патне ҫийĕнчех илсе ҫитерме пĕлмелле.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Транспорт министерствине ҫулсем тăрăхĕнче кирлĕ пек объектсене хута яма инвесторсене явăҫтарассипе тĕллевлĕн ĕҫлесе пыма сĕннĕ. Инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртесси кулленхи ыйтусем шутне кĕнине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Ҫитес ҫула Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕ тесе йышăннă. Апла пулсан, шкул туризмне аталантарасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  «Ҫулталăк пуҫламăшĕнчех агро, промышленноҫпа, культурăпа спорт тата ытти сферăсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме сĕнетпĕр.  Республика бюджетне пĕрремĕш тӳрлетӳ кĕртнĕ чухне хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсене кĕртсе хăварсан аван. Укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене тен вăхăтра уҫăмлатмалла. Программăсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пурсăмăрăн та ырми-канми тăрăшмалла», тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов  2023 ҫул валли туристсене  валли хатĕрленĕ календарпа паллаштарнă.    Палăртса хунă тăрăх, вăтамран 54 ытла пысăк пулăма вăл каландаре кĕртнине асăннă хăйĕн сăмахĕнче ведомство ертӳҫи. 

«Пирĕн тĕп кăтарту – енчен те пирĕн тăрăха чылай турист килсен, бюджета та налуксенчен самай укҫа-тенкĕ кĕрĕ.   Тепĕр тесен, наци туризмĕн рейтингне ӳстерме те меллĕ пулĕ», – тенĕ министр.

Медицина туризмне аталантарасси те ыйту кăсăклă. 2023 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра план туса хатĕрлеме чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Надежда» реабилитаципе кану санаторийĕнче ҫулсеренех халăх хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме кăмăл тăвать. Апла пулсан, вăл объекта та программăна кĕртсен аван пулĕ.  Кун пирки аса илтерсе хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ

Чăваш Республикин Культура министерстви те хăйне евĕр паха проект хатĕрлесси кун йĕркинче пур.  Ҫитес ҫулта вĕсем ăна хатĕрлесе ҫитерме палăртаҫҫĕ.  Ҫул-ҫӳрев усăллă та кăсăклă пултăр тесен, ăна пĕлсе йĕркелемелле. Тĕрлĕ паллă объектсене программăна кĕртсе хăварни хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ. Федераци программине кĕрсен вара, пушшех те аван пулнă пулĕччĕ.   

Кадр ыйтăвĕ малти вырăна тухать. Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче туризма витĕм кӳрекен кафедра хута ярсан паха. Енчен те пĕтĕмпех палăртса хунă пек пулас пулсан, унта пысăк пĕлӳллĕ специалистсем те хатĕрленсе тухма пултарасси куҫ кĕретех пулĕ.  Мĕнпур ыйтусемпе ҫине тăрсах ĕҫлеме чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.



29 декабря 2022
12:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter