Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Канаш районӗнчи Константинăн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Канаш районӗнчи Константинăн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнче пурăнакан Максимовсен ҫемйинче пулса курнă, вĕсене  ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫулпа саламласа 16 ҫулхи  ҫамрăк Константина телескоп парса хавхалантарнă.

Олег Николаев маларах Мускавра «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акцине хутшăнса, унти пĕр ачан ĕмĕтне пурнăҫлама шар ҫине ҫырса пĕлтернĕ теттене илнĕ. Ăна ку хутĕнче, шăпах та Костя ыйтса ҫырнă ĕмĕчĕ лекнĕ пулнă.

Республикăра акцине раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуҫланă. Асăннă мероприятине ертӳҫĕсем хапăл тусах хутшăнни куҫ кĕретех.

Костя Шупашкарта ятарлă вĕренӳ центрĕнче ăс пухать.  Вăл Ҫĕнĕ ҫул парнишĕн республика Пуҫлăхне тав сăмахĕсем каланă. Чăнласах та, чăн-чăн асамлă пулăм пулса тăчĕ тесе палăртнă ҫамрăк хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ май регион Пуҫлăхне.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Константина телейлĕ Ҫĕнĕ ҫул пултăр тесе каланă, вĕренӳре пысăк ҫитĕнӳсмпе палăрма вăй-хал суннă. «Тавах, ҫĕршыв Президентне Владимир Владимирович Путина. Палăртма кăмăллă, вăл 2018 ҫулта ҫак пуҫарăва пурнăҫа кĕртме йышăнчĕ. Ку акцине кирек-епле регионта пурăнакан ачасем те хутшăнса хăйсен ĕмĕчĕсем пирки ҫырса пĕлтерме пултарайраҫҫĕ.  Тепĕр тесен, вĕсен кĕтнĕ ĕмĕчĕ те пурнăҫланни куҫ кĕретех.  Пире санпа иксĕмĕре ăнать. Эпир пĕрне-пĕри тупрăмăр. Асамлăха яланах ĕненмелле. Ĕмĕтленни  кăлăхах ан пултăр тесен, ун пирки кулленех шухăшламалла, тăрăшса вĕренмелле. Телескоп сана тӳпере пулса иртекен пулăмсене сăнаса пыма май парĕ. Ҫăлтăрсене пăхма, вĕсене ҫывăхрах сăнама та меллĕ пулĕ.  Тепре чухне тĕл пулсан, вара тарăнрах  пире иксĕмĕре, ҫăлтăрсем пирки те хăш-пĕр самантсене сӳтсе явма тен тӳр килĕ», - тесе каланă Олег Николаев ҫамрăкпа ăшшăн саламланă май.

Ҫемйере ачан йăмăкĕпе шăллĕ те пур, вĕсене те парнесем парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин цифра министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх  пурнăҫлакан Екатерина Грабко унăн шăллĕне 8 ҫулхи Тимура - планшет, йăмăкне  - 12 ҫулхи Влада алмаз тĕррине парнеленĕ.      



29 декабря 2022
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter