Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнӗ 2023 ҫул ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнӗ 2023 ҫул ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ 2023 ҫул ячӗпе саламлатӑп!

Ҫӗнӗ ҫул чӑннипех те ҫемье уявӗ.

Вӑхӑтпа технологисем улшӑнма пултараҫҫӗ, анчах пӗр япала ҫаплипех юлать: ку вӑл – ҫывӑх ҫынсемпе пӗрле пулма, тус-юлташпа курса калаҫма тата ҫавна пула хӑвна телейлӗ те савӑнӑҫлӑ туйма май пулни.

Ҫак Ҫӗнӗ ҫулпа Раштав кунӗсенче аҫӑр-аннӗре, мӑшӑрӑрпа ачӑрсене тата хӑвӑршӑн хаклӑ ытти ҫынна чунтан юратнине уҫҫӑн пӗлтерме, пӗр-пӗрне чи-чи лайӑххине сунма тата ҫутӑран та ҫутӑ ӗмӗтӗре палӑртса хума чӗнсе калатӑп.

Шӑпах ҫакӑнта-ҫке уяв асамлӑхӗ!

Пирӗн ҫӗршывшӑн кӑна мар, пӗтӗм тӗнчешӗн хӑрушӑ чӗнӳсемпе тата чӑннипех те истори пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян ҫулталӑк хыҫа юлать.

Эпир унччен пирӗн шутланнӑ Донецкпа Луганск Халӑх республикисене, Запорожье тата Херсон облаҫӗсене хамӑрӑн ҫемьене ӑшшӑн йышӑнтӑмӑр. Унти ҫынсем хӑйсен шӑпине уҫҫӑн палӑртрӗҫ.

Ҫав вӑхӑтрах, ытти регионсем пекех, Чӑваш Республики те хаяр тӑшмана – Украинӑри саккунсӑр правительствӑна тата пӗр ушкӑна пӗрлешнӗ Хӗвел анӑҫ эшкерне хирӗҫ тӑчӗ.

Эпир урӑхла тума пултараймарӑмӑр. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин тӗрӗс йышӑну турӗ – капланса килекен неонацизмпа фашизма хирӗҫ тытӑҫу пуҫарма палӑртрӗ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан тӑрӑха чӑваш халӑхӗн тивӗҫлӗ ывӑлӗсем – ашшӗсем, упӑшкисем, яшӗсем ӑсанчӗҫ. Фронтран таврӑнманнисене эпир чуна ыраттарса аса илетпӗр.

Вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех асра упранӗҫ! Шантарсах калатӑп: ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен пӗр ҫемйи те, пӗр ачи те пулӑшусӑр юлмасть, ку вӑл – пирӗн тивӗҫ, чӗререн тав тунине палӑртни!

Тӑшмана хаяр тавӑру кӗтет тата Аслӑ Ҫӗнтерӗве те эпир ҫӗнсе илетпӗр!

Раҫҫее санкцисемпе пусарни республика экономикине те пырса тиврӗ. Анчах та эпир аптраса ӳкмерӗмӗр, ӑна арканма памарӑмӑр, пирӗн пӗр предприяти те хупӑнмарӗ, пачах урӑхла, ҫӗннисем уҫӑлчӗҫ. Президентӑмӑрпа ҫӗршыв Правительстви пулӑшса пынине пула пирӗн социаллӑ тивӗҫсене йӑлтах пурнӑҫлама, инфратытӑма аталантарма тата тума, производствӑсем уҫма тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме ҫителӗклӗ ресурссем пур. Унтан та ытларах, эпир ял хуҫалӑхӗнче, строительствӑра, промышленноҫра тата социаллӑ сферӑра пысӑк ҫӗнтерӳсем турӑмӑр.

Эпир ӳпкелешместпӗр. Йывӑрлӑхсемпе хӑрушлӑхсем пире, Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхне, тата та тачӑрах пӗрлештерчӗҫ. Пуласлӑха Тӑван ҫӗршывӑмӑр, хамӑр ачасен ырлӑхӗшӗн тата халӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян йӑли-йӗрки ҫине таянса йӗркелетпӗр.

Хаклӑ туссем!

Сире пултаруллӑ ӗҫӗршӗн, пархатарлӑ ӑнтӑлушӑн тата тӑван Чӑваш Ене чечекленекен, пурӑнма чи лайӑх вырӑн туса хума хатӗр пулнӑшӑн тав тӑватӑп.

2023 ҫул кашни киле савӑнӑҫпа телей илсе килтӗр, ырӑ улшӑнусем пулассине, лайӑххине ӗненме шанӑҫ кӳтӗр!

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, мӗнпур лайӑххине тата ыранхи куна шанчӑклӑн кӗтме сунатӑп!

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе! Ҫӗнӗ телейпе сире, хаклӑ ентешӗмӗрсем!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                        Олег Николаев

 

 

 



30 декабря 2022
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter