Муркаш, Канаш тата Патăрьел районĕсен тăрăхсенче çӳп-çапа пуçтарса уйăракан комплекссем хута кайĕç

Муркаш, Канаш тата Патăрьел районĕсем. Асăннă тăрăхсенче çӳп-çапа пуçтарса уйăракан комплекссем хута каймалла. Кун пирки Чăваш Ен çут çанталăк министерстви тата «Экосфера-Ч» пĕрлешӳ концесси килĕшĕвне алă пусрĕç.

Виçĕ комплекса çĕклени республикăри пĕтĕм каяша сортлама май парать. Ку ĕçе Чăваш Енре 2030-мĕш çулта мар 2026-мĕшĕнчех вĕçлĕç. Уйăрнă çӳп-çапа предприятисем çĕнĕ продукци кăларма усă курĕç. Унăн хакĕ йӳнĕрех пулĕ, çапах та пахалăхĕ нимрен те уйрăлмĕ. Çĕр лаптăкĕсене палăртнă. Çитес çулта комплекссене çĕклеме пуçламалла. Кашни объектăн хăватлăхĕ 30 пин тоннăпа танлашать. Вĕсем сахалтан 25 çул ĕçлемелле.

– Çак объектсене туса пĕтерсен, эпир вĕсене 2024 çулта туса пĕтеретпĕр. Эпир çĕр процент мусора пĕтĕмĕшле сортировать тума пултарăпăр. Çав вăхăтрах килеçул эпир пирĕн ППК РЭО килĕшӳ пур. Çĕнĕ Шупашкарта экотехнопаркра икĕ объект пулĕç. Ку ĕнтĕ компост енĕпе ĕçлекен завод. Унсăр пуçне РДФ-топливо тăвакан завод. Компост енĕпе ĕçлекен завод вăл апат-çимĕçе тирпейлесе ăна техникăллă грунт тума пултарать. Çак техникăллă грунт хуласенче ялсенче тĕрлĕ ĕнле ландшафт ĕçĕсене те усă курма май парĕ. Патшалăх стандартне те, экологи ыйтăвĕсене те вăл тивĕçтерет. РДФ-топливо тăвакан заводсем хулара та çĕкленеççĕ. Пурăнакансене вĕсем сиен кӳмеççĕ. Концесси килĕшĕвесене алă пусни федераци хыснинчен субсиди илме май парать. Палăртнă ĕçсене пурнăçласан Чăваш Республики çӳп-çапсен çуррине тирпейлеме пуçлать. 2030 çул тĕлне вара регионти пур каяша та. 



НТРК
30 декабря 2022
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter