«Атăл» стадиона 2023 ҫул вĕҫĕ тĕлне реконструкцилесе пĕтерме палăртнă», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Атăл» стадиона 2023 ҫул вĕҫĕ тĕлне реконструкцилесе пĕтерме палăртнă», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Шупашкар «Атăл» стадиона реконструкцилессине 2024 ҫул вĕҫлениччен туса пĕтермелле, паллă, специалистсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫласа пыраҫҫĕ, апла пулсан, палăртса хунă графикран чылай маларах объекта хута ярас шанăҫ та пур», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче   Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере ирттерекен канашлура.

Чăваш Республикин Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта харăсах темиҫе те спорт объекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе хастар ĕҫсем пурнăҫланаҫҫĕ, объектсем пурĕ 5,8 га йышăнакан территорийĕсенче ҫĕкленеҫҫĕ.

Физкультурăпа спорт комплексĕ иртнĕ ҫул вĕҫĕнче пĕрремĕш хут  хутса ăшăтмалли системăна ĕҫлетерсе пăхнă, специалистсем фасада тăвассипе тăрăшаҫҫĕ.

Физкультурăпа сывлăха ҫирĕплетекен комплекс виҫĕ хутлă пуласси паллă, унта 25 метр тăршшĕ шывра ишмелли бассейн тума проекта кĕртнĕ. Унсăр пуҫне хăтлă, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан икĕ спортзал пулĕ, тренажер залĕ, ухăпа персе тĕл лектерессипе ăмăртусене йĕркелеме те условисем пуласси куҫ кĕретех, хăна ҫуртне те хута яма плана кĕртнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ҫĕнĕ объектра спортсменсене валли пĕтĕмпех мĕн кирли ҫителĕклĕ таран пулĕ.

ФОКпа юнашарах пăр аренине хатĕрлес ĕҫ те хĕрӳ пырать.  Унта иккĕмĕш хутра плитасене ăшăпа тивĕҫтерес тесе строительсем тăрăшаҫҫĕ, пĕрремĕш хутра вара пăртан ятарлă лаптăка хатĕрлессипе хастар тимлеҫҫĕ специалистсем.  Пăр арени ҫав тери хăтлă пулĕ, унăн тăршшĕ 26х56 м тăршшĕ пуласси те паллă.  

«Атăл» стадионăн территорийĕнче футболла вылямалли ятарлă уй хута каять. Ҫуллахи вăхăтра ҫурран чупма та спортсменсене валли условисем хатĕрлеме плана кĕртнĕ. Курма пыракансене валли те ҫителĕклĕ таран условисем туса парĕҫ. Тавралăхра тирпей-илем хуҫаланĕ, пĕтĕмпех каҫ кӳлĕм ҫутă куҫа илĕртĕ. Ҫапла пултăр тесе пăхса хăварнă палăртнă проектра.



10 января 2023
08:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter