Çĕнĕ çулта пысăк парнеллĕ пулчĕç

Çĕнĕ çулта пысăк парнеллĕ пулчĕç. Шупашкар районĕнчи Ишлей салинче «Ункă» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс алăкне уçрĕ. Ăна çĕклеме «Спорт – пурнăç йĕрки» федераци проекчĕ пулăшнă. Спорт керменĕнче кăçалхи пĕрремĕш ăмăрту иртрĕ те. Уяв кунхине кунта арçын ветерансем йышĕнче мини-футбол енĕпе ăмăрту иртрĕ. Физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс ĕç-хĕлĕпе тунтикунсерен иртекен ларура та паллаштарчĕç.

Шупашкар муниципаллă округ ертӳçи Николай Хорасёв каланă тăрăх, спорт керменĕнче кăçалхи тупăшура 600-е яхăн çын сывлăхне çирĕплетнĕ. Шыв спортне кăмăллакан 400 çын бассейнра чăмпăлтатнă. Нумай функциллĕ залра мини-футбол енĕпе турнир иртнĕ. Николай Хорасёв каланă тăрăх, хальхи вăхăтра Роспотребнадзор асăрхаттарăвĕсене сирессипе ĕçлеççĕ. Япала çакмалли, дезинфекци тумалли хатĕрсем çитмеççĕ. Вĕсене кăрлач-нарăс уйăхĕсенче вырнаçтарĕç.

Аса илтеретпĕр, объекта 3 уйăх маларах туса пĕтернĕ. Документсемпе ĕçлесси тăсăлса кайнă, çавна май спорт керменне уçасси вăраха тăсăлнă та. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев объектсене палăртнă вăхăт тĕлне туса пĕтермеллине хытарсах каларĕ. Роспотребнадзор асăрхаттарăвĕсене сирсен видео сăнав тата металл шыракан хатĕрсем вырнаçтармалла пулĕ тата медицина оборудованийĕсем кӳрсе килмелле. Тăкасене муниципалитет хăй саплашатарĕ. Ун хыççăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс хушма вĕренӳ валли лицензи илсе ачасем валли спорт секцийĕсем уçĕ.



НТРК
10 января 2023
13:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter