Республикăн ача-пăча клиника больницинче шăла операци тумалли кабинет уçăлчĕ

Çĕнĕ пÿлĕмпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ. Вăл каланă тăрăх, кунашкал кабинет пирĕн çĕршывра темиçе кăна, республикăра - пĕрремĕш. "Хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ пÿлĕм сиплеве лайăхлатма май парать",- терĕ регион ертÿçи.

Ача-пăча больницинчех канашлу иртрĕ. Владимир Степанов министр сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче пĕлтĕр тунă ĕçсем çинчен тата кăçалхи тĕллевсем çинчен каласа кăтартрĕ.

www.hypar.ru 



Хыпар
10 января 2023
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter