Сивĕсем иртсе кайĕç
Шартлама сивĕ çанталăк Чăваш Ене çитрĕ. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, вырăн-вырăнпа 35 градуса яхăн сивĕ пулĕ. Юнкунран ăшăтмалла.
Чăваш Енри вĕрентӳ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, сивĕ çанталăка пула муниципалитетсем пĕлӳ çурчĕсене ĕçлеттересси пирки хăйсем йышăну тăваççĕ. Çĕнĕ çулхи канмалли кунсем автоинспекторсемшĕн хĕрӳ ĕç тапхăрĕ.
ВЛАДИМИР РОМАНОВ: «226 авари, 13 аварисенче аманнисем те пур. 2 çын çул çинче вилнисем те пур. Паян тата сивĕ самантсенче питĕ асăрхаттарса калас килет. Çак çул çинче айăпĕ водительсен хăйсен».
Регион ĕçне тимлекен центртан пĕлтернĕ тăрăх, кăрлач уйăхĕнче шартлама сивĕ çанталăка пула хурлăх куракансен йышĕ ӳссе пынине çирĕплетнĕ. 860 çынран çăхав çитнĕ. Вĕсен йышĕнче Шупашкар, Улатăр хулисенче, Етĕрне, Канаш, Шăмăршă, Вăрмар районĕнче пурăнакансенчен. Тĕп ыйтусенчен пĕрисем: çулсене вăхăтлă юртан тасатманнипе, çурт-йĕр ыйтăвĕсем.
ВЛАДИМИР РОМАНОВ: «Шупашкар районĕнче ДТП пулса иртнĕ. Водитель хайĕн скоростьне туйман. Çул çинче хирĕç тухнă. Автобуспа аманнисем питĕ нумй. Çул çинче асăрхануллă пулмалла. Çак скоростной режима пăхăнмалла. Яланах инкексем нумай».
Республикăри 5 муниципалитет тăрăхĕнчи 7 ялта электроэнерги пулман. 760 ытла çуртра çутă пĕтсе ларнă. Вĕсен йышĕнче 3 социаллă пĕлтерĕшлĕ объект та пур. Хальхи вăхăт тĕлне ку енĕпе мĕн пур ыйтăва татса панă тесе пĕлтереççĕ Чăваш Енри синкерлĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнчен.