АПКра импорта улӑштарасси: Чӑваш Енре ӳсен-тăрансене хӳтӗлеме усӑллӑ хурт-кӑпшанкӑ ĕрчетме пуҫланӑ

АПКра импорта улӑштарасси: Чӑваш Енре ӳсен-тăрансене хӳтӗлеме усӑллӑ хурт-кӑпшанкӑ ĕрчетме пуҫланӑ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ҫĕнĕ Шупашкарти  «Ольдеевская» агрофирмăн «Симĕс ҫурт» биоцентрне ҫитсе килнĕ, унти лару-тăрупа паллашнă. Республика Пуҫлăхĕ ҫĕнĕ производствăн ĕҫĕпе кăсăкланнă, теплицăсенче ӳсен-тăрансене хӳтĕлеме май паракан условисене курса ĕненнĕ. Усал хурт-кăпшанкăсенчен асăрханма йĕркеленĕ ятарлă условисемпе паллашнă. Паллă, кун пек ҫĕнĕлĕх хими препарачĕсенчен хăтăлассипе ҫыхăннă. Тепре чухне таварсене Европăран илсе килнĕ пулсан, халĕ ҫакнашкал санкцисене  шута илсе, ĕҫсене ҫĕнĕлле йĕркелесе яма тăрăшаҫҫĕ мĕнпур предприятисемпе организацисенче.

Хальхи вăхăтра ӳсен-тăрансене упрама май паракан ятарлă хурт-кăпшанкăсене ĕрчетме 2 млн таран ҫурасене теплицăна кашни эрнере вырнаҫтарса пыраҫҫĕ.

«Эпир импорта улăштарассипе хастар ĕҫлетпĕр. Ял хуҫалăх пайĕнче те ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлса пыраҫҫĕ. Паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан стандартсене тĕпе хурса, хăтлă условисем пулса пыни те куҫ кĕретех», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Тепĕр тесен, экологи тĕлĕшĕнчен паха таварсене тирпейлесе кăларни те куҫ кĕретех. Юлашки ҫулсенче ку асăннă ыйтусем ҫине ытларах та ытларах тимлĕх уйăрни те никамшăн та вăрттăнлăх мар пулĕ.    

Энтомофаги ыйтăвĕ пирки пĕлтĕр сахал мар ертӳҫĕсем пухăнса канашланă. Вăл ҫĕнĕлĕхе  теплица тытăмĕнче аталантарса пырасси пирки те тĕпчев ĕҫĕсене тĕпе хурса тĕрлĕ йышăнусем туса хăварнă.  

«Чăваш Енре ҫĕнĕ производство хута кайрĕ. Чăваш Енри аграри тытăмĕшĕн питех те пĕлтертĕшлĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ӳсен-тăрансене  биологи тытăмне тĕпе хурса хӳтĕлессипе регионта 1982 ҫултанах ĕҫлеме пуҫланă.  Паян пĕррмĕш партипе ӳсен-тăраншăн кирлĕ хурт-кăпшанкăсене 1 млн чухлĕ сутнă.  Пуласлăхри тĕллевсем тата та пысăк. Предприяти Атăлҫи федераци округĕнчи мĕнпур ял хуҫалăх пайĕпе тăрăшакансене хăйĕн таварĕпе тивĕҫтерме хатĕр.  Кун пирки ҫирĕплетсех каланă специалистсем.

«Ольдеевская» агрофирмăн директорсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова хăйĕн сăмахĕнче 2023 ҫулта ятарлă лаборатори ҫуртне хăпартма плана кĕртнине те хыпарланă ертӳҫĕсене.   Енчен те палăртнă пек пулса пырсан мĕнпур ĕҫсем,  икĕ ҫул хушшинче ҫурт хута кайма та пултарасса асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Палăртнă проекта пурнăҫа кĕртме Пĕтĕм Раҫҫейри фитопатологи наукăпа тĕпчев институчĕпе тачă ҫыхăнса пурнăҫа кĕртсе пыма тĕллев лартнă.     



11 января 2023
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter