Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче Республикăн ача-пăча клиника больницинче шăла операци тумалли кабинет уçăлнă

Ачасене наркозпа шăлсене сыватма ятарлă уйрăма Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕ ҫумĕнчи Республикăри ача-пăча клиника больницин базинче пуҫласа йĕркелесе янă. Ҫакнашкал медицина пулăшăвĕпе республикăра 500 ытла ача усă курма пултарайрать. Палăртмалла, вăл шутран сусăр ачасене валли те условисем ҫителĕклĕ таран хатĕрлесе тăратнă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче ҫакнашкал ятарлă уйрăм йĕркелени ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Тепĕр тесен, кăҫал Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕ тесе те палăртнă. Кун пек ырă тĕслĕх ачасемшĕн анчах мар, ашшĕ-амшĕсене те сахал мар витĕм кӳрĕ. Республикăри стоматологи поликлиникипе Ача-пăча клиника больници пĕр-принпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пырасси те куҫ кĕретех пулĕ. «Пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе ачасене тивĕҫтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри тесен те йăнăшах мар пулĕ. Тепĕр тесен, вăл учрежденинче хамăр республикăра пурăнакансем кăна мар, кӳршĕллĕ регионсенче пурăнакан ачасене сыватма пултарĕҫ. Туризм тени те малти вырăна тухать. Сывлăх сыхлавĕшĕн тепĕр ҫул-йĕр пупрнăҫа кĕчĕ», – тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.
Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе ачасене тивĕҫтересси пĕлтерĕшлĕ. Апла пулсан, кама медицина пулăшăвĕ кирлĕ, вĕсене туллин, пахалăх енчен ҫӳллĕ шайра тивĕҫтересси те ҫивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Хăй вăхăтĕнче ачасене регионта кун пек пулăшупа тивĕҫтерме майсем пулман, халĕ вара условисем чаплă.
Ачасене медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернĕ чухне ҫывăратса ярĕҫ. Кун пек вара сиплеме те меллĕрех пуласса шантараҫҫĕ тухтăрсем, тепĕр тесен, хушма йывăрлăхсем те кăларса тăратмĕ, кун пирки медицина ĕҫченĕсем ҫирĕплетсех калаҫҫĕ. Мĕн ачаран пуҫласа ҫитĕнереххисене те асăннă пулăшупа тивĕҫтерме условисем хатĕрленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕмпех палăртнă уйрăмра пысăк технологисен витĕмлĕхĕ пурри куҫ кĕретех. Палăртса хăваратпăр. Ҫакнашкал пулăшăва ачасене тивĕҫтерес тесессĕн питĕ нумай тăкакланма тивнĕ. Пирĕн ҫĕршывăмăрта кун пек клиникăсем пулнă-ха, анчах та вĕсем тӳлевлĕ чирлĕ ачасене йышăннă имĕш. Патшалăх медицина учрежденийĕн ҫумĕнче ҫакнашкал база пуҫарса яни питĕ паха. Операцисене туса ирттермелли йĕркесем ҫирĕп, медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерес тесен те пысăк технологисен витĕмлĕхĕ хуҫаланни куҫ кĕретех. Наркозпа ачасене сиплеме тытăнни нимĕнле йывăрлăх та кăларса тăратманнине те ҫирĕплетсех калаҫҫĕ пысăк пĕлӳллĕ медицина ĕҫченĕсем. Кашни пĕчĕк ачана, енчен те ăна пулăшу кирлĕ пулсан, медицина пулăшăвне парайраҫҫĕ», – тесе хушса каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов.
Шăлсене тӳрлетесси е тата сыватассине тахҫанах медицинăра тăрăшакансем уйрăм лаптăка анестези туса йĕркеленине палăртнă сăмаха малалла тăснă май клиникăн тĕп врачĕ. «Пулкалать, ҫакнашкал меслетпе тепĕр чухне усă курма питех те меллĕ мар. Сусăрсене медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернĕ чухне хăш-пĕр йывăрлăхсем тухса тăраҫҫĕ. Чирлĕ ачасем вăраха кайса ятарлă кресла ҫинче вырнаҫса та лараймаҫҫĕ. Пациента сиплес тесесcĕн, урăхларах условисем хатĕрлемелле пулнă», – тесе сăмаха малалла тăснă клиника ертӳҫи.
Тĕлпулура Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртсе пыма пуласлăхри тĕллевсем пысăк пулнине пĕлтернĕ. «Хальхи вăхăтра проектпа-смета хучĕсене хастар хатĕрлеҫҫĕ ятарлă специалисчĕсем. Республика больницине хута ярасси планра пур. Вĕсене пĕтĕмпех ҫĕнĕ стандартсене тĕпе хурса йĕркелесе яма палăртнă. Сиплев учрежденийĕсене паянхи пурнăҫпа тӳр килтерсе ĕҫлеттерсе пырасси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.