Чӑваш Енĕн тӗп хулинче электромобильсем валли ҫĕнĕ йышши хăвăрт зарядка памалли пӗрремӗш станци уҫнӑ

Чӑваш Енĕн тӗп хулинче электромобильсем валли  ҫĕнĕ йышши хăвăрт зарядка памалли пӗрремӗш станци уҫнӑ

«Хаб» заряд хатĕрĕ ҫав тери чаплă, харăсах виҫĕ электромобиле тивĕҫтерме пултарайрать.  Машина хуҫисен пурĕ те темиҫе минут кăна тăхтаса тăмалла, енчен те тулли зарядка илес тесессĕн, пĕр сехетрен те сахалтарах тытăнса тăма тивет. Тăватă порт вырнаҫтарнă, унта пĕтĕмпех условисем пур.  Чăваш Енре ҫакнашкал заправка пиллĕкмĕш хута кайрĕ.     

Электротранспорт тытăмĕшĕн ҫав тери лайăх тесе хакланă хăйĕн сăмахĕнче савăнăҫлă лару-тăрăва пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Электротранспорт тытăмĕнчи  ESG стратегийĕн пуҫламăшĕ ҫав тери хăватлăн вăй илсе кайрĕ. Пуласлăхри плансем пысăк. 2023 ҫулта патшалăх енчен субсиди мелĕпе пулăшăва тивĕҫетпĕр. Енчен те палăртса хунă пек ĕҫсем пулса пырсан, тата та 14 заправка хута ямаллăх федераци хыснинчен тĕрев куҫĕ.  Тĕллевсем пысăк, 2030 ҫулччен пĕтĕмпе регионта 164 электрозапрака ĕҫлемелле.  Ҫакнашкал условисем пулсан, транспорт юхăмĕ вăй илсе каясси куҫ кĕретех пулĕ.  Тепĕр тесен, ҫĕнĕ йышши техника хăйне евĕр паха, экологи тĕлĕшĕнчен лайăх. Пуласлăх пирĕн вăл транспортсем ҫинче тесен те тен йăнăшах та мар пулĕ», – ҫапларах каланă вăл.  

Электрозаправка комплексне  хута яма «Трансэнергопром» ГК витĕм кӳнĕ.  Палăртмалла, объекта валли  кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсене  Шупашкарти HELIKOR компанирен туяннă.

«Хăвăрт зарядка паракан тытăма пуҫарса ярасси пирки ыйтăва 2022 ҫулта куравра сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Правительствипе, Шупашкар администрацийĕпе    инвестор пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса килĕштерсе ĕҫленине кура, объекта хăпартса лартнă.  Паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫĕнĕ йышши юхăм. Арт-объект питĕ илĕртӳллĕ пулса тухнă», – тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Олег Николаев.

«Пирĕн ушкăн республикăпа пĕрле аталанса пырать. Эпир унăн пĕр пайĕ тесе хамăра калайратпăр. Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева пысăк тав. Эпир кирек-еплле ыйтăва та пĕрле пĕр-пĕринпе канашласа татса пама тăрăшатпăр, энергетика тытăмĕнче, машинăсем тăвассинче те ыйтусене тишкеретпĕр», – тесе палăртнă  «Чувашская энергосбытовая компания»  АО директорсен Канашĕн председателĕ Андрей Водопьянов.   

«Трансэнергопром»  ГК генеральнăй директорĕ Елена Климашевская сăмаха малалла тăснă май, Чăваш Ен  экологи тĕлĕшĕнчен чи таса регион пулнине асăннă. Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче, пирĕн республика чăн-чăн тĕслĕхре тесе каланă.  «Пилотлă проекта пурнăҫа кĕртнĕ.  Умра пирĕн тата та пысăк проектсем пур. Вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пурсăмăрăн та ырми-канми ĕҫлемелле. Чăваш Ен ӳлĕмрен те чи таса, экологи тĕлĕшĕнчен пысăк шайра тăтăр. Ҫĕршывра малти вырăна тухсан та питĕ аван пулнă пулĕччĕ», – тесе каланă вăл.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов   электрокар бюджета перекетлеме май панине палăртнă. Сывлăша та усал шăршă кăлармасть ҫĕнĕ йышши технологи. Кун пирки те ҫирĕплетсех каланă вăл.  Палăртма кăмăллă, юлашки ҫулта  ҫакăн йышши автомашинăсене туянакансен йышĕ сакăр хут та ӳсрĕ тесе  асăннă ведомство ертӳҫи.  

«Ҫĕнĕ объекта хула варринче вырнаҫтарнă. Кунта пĕтĕмпех илемлĕ. Автомашинăсене валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратнă.  Инфратытăм вăй илсе аталанса пыни те куҫ кĕретех», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче  Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев.

Заправка тест мелĕпе ҫулталăк вĕҫĕнче ĕҫлеме тытăннă. Чăваш Енре пурăнакансем ăна хапăл тусах йышăннă. Хĕллехи кану вăхăчĕсенче тӳлевсĕрех унпа усă курма та пултарнă машинăсен хуҫисем. Ҫĕнĕ ҫул парнине халăх валли «Трансэнергопром» ГК туса панă.  Палăртса хăваратпăр, палăртнă пулăшупа нарăс уйăхĕ вĕҫленичченех усă курма юрать, кайран вара пуш уйăхĕнчен пуҫласа тӳлевлĕ ĕҫлĕ, мобильлĕ приложени урлă пулăшăва тивĕҫнĕ хыҫҫăн укҫа куҫарса яма условисем хатĕрлесе панă.         

   

Василий Кузьмин, "Хыпар"



11 января 2023
19:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter