Чăрăш çинчи ĕмĕт пурнăçланать

Çĕршыв Президенчĕ пуçарнипе çулсерен «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци иртет. Ĕненсен асамлăх килетех. Хĕл Мучирен ыйтнă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртекенĕсем влаç тытăмĕнче тăрăшакансем-çке. «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акципе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хальхинче 4 ача кăмăлне тивĕçтерме шар евĕрлĕ çыру туртса кăларчĕ. Донецк Халăх Республикинчи Мария, Сĕнтĕрвăрринчи Маша, Канашри Константин ĕмĕчĕсем пурнăçланнă ĕнтĕ. Юнкун вара Шупашкарти Олег та парнеллĕ пулчĕ.

Асамлăхпа çыхăннă праçнике пирĕнтен кашниех чăтăмсăррăн кĕтет. Шăпах Çĕнĕ çулта ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ-çке. Олег Петров та çакна çирĕплетет. «Ĕненсен асамлăх килетех», – тет вăл. Савăнăçне пытараймасть арçын ача. Чăваш Республикин Правительство çуртĕнчен 17-мĕш хутран хулана курма май килнĕшĕн чунтан хавхаланнине калать шкулта пĕлӳ илекен. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров 1-мĕш класа каякана хула историйĕпе те паллаштарма ĕлкĕрчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе пĕр сĕтел хушшинче ларса чей ĕçни Олегăн асĕнче темччен юлĕ. Çак ĕмĕте пурнăçлантараканĕ вара – асамлă чăрăш. 



НТРК
12 января 2023
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter