Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе  саламлани

Чӑваш Республикин прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир граждансен Раҫҫей Конституцийӗнче палӑртнӑ прависемпе ирӗклӗ­хӗсене хӳтӗлетӗр, обществӑпа патшалӑх интересӗсене шанчӑклӑн сыхлатӑр.

Наци проекчӗсене пурнӑҫланине, ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленине, тулли мар мобилизацие йӗркелесе ирттернине тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтернине асӑрхаса тӑрасси, коррупципе кӗрешесси – ҫак тата ытти нумай-нумай ӗҫ ҫине сирӗн уйрӑмах тимлӗн пӑхма тивет.

Пирӗн пӗрлехи тухӑҫлӑ ӗҫӗмӗр регионти ӗҫлӗхлӗ хастарлӑха хавхалантарать, экономикӑна хӑвӑрт аталантарма лайӑх майсем йӗркелет, ҫынсем хӑйсене пурнӑҫра мӗнлерех туйни ҫине лайӑх витӗм кӳрет, ҫирӗплӗхе тивӗҫтерет.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата пархатарлӑ ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Олег Николаев 

 



12 января 2023
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter