Электроэнергипе тивĕçтерекен станци
Юлашки çулсенче электромобиль туянакансен шучĕ ӳссе пырать. Унпа усă куракансене электроэнергипе тивĕçтерекен станци паян Шупашкарта уçăлчĕ.
Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонине хирĕç çĕнĕ объект уçăлнă. Кунта электромобильсене «вăй-хал» парса тăракан станци хăйĕн ĕçне туллин пурнăçа кĕртме пуçланă. Ăна пахалама республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Кăçал Раççей Федерацийĕн хыснинчен уйăрнă субсидипе усă курса Чăваш Енре тепĕр 16 çавнашкал станци уçма палăртнă. 2030-мĕш çулта ун пеккисен йышĕ 160 ытла пулмалла. Кунта усă куракан хатĕрсене хамăр çĕршывра туса кăларнине палăртмалла.
«Экотранспорт малашлăхĕ пысăк», – теççĕ çак проекта пурнăçа кĕме пулăшакан «Трансэнергопром» пĕрлешӳре. Хальлĕхе çĕнĕ станцире 3 электромобиль валли порт пăхса хăварнă. Нарăс уйăхĕнчен 4 электромобиль йышăнма пуçласшăн. Вĕсене нарăс уйăхĕччен электроэнергипе тӳлевсĕр тивĕçтереççĕ. Унтан ятарлă мобильлĕ хушăмпа усă курма май пулĕ. Станцие килекен экотранспорт валли электроэнергипе «пуянланма» темиçе минут, тулли зарядка илме икĕ сехетрен кая мар кирлĕ.