Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин прокуратуринче тăрăшакансене професси уявӗпе саламланă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Республикин прокуратуринче тăрăшакансене професси уявӗпе саламланă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Республикин прокуратуринче тăрăшакансене професси уявӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламланă.  Граждансен прависене хӳтĕлессинче тата право йĕркине пăхăннине тĕрĕслесе тăрассинче тимлĕ пулнишĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

«Ку сăмахсенче питĕ тарăн шухăш. Сирĕн кулленхи ĕҫ калама ҫук ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Пирĕн пĕрлехи ĕҫ граждансен ырлăхĕпе пĕтĕмпех ҫыхăннă.  Ку вара пуласлăхшăн та паха, малалла аталанса пырас ҫул-йĕрĕн тĕп пай пулса тăрать», – тесе ҫапларах сăмах пуҫарнă вăл.  Граждансен Раҫҫей Конституцийӗнче палӑртнӑ прависемпе ирӗклӗ­хӗсене хӳтӗлессинче, обществӑпа патшалӑх интересӗсене шанчӑклӑн сыхлассинче питĕ тимлĕ пулнине асăннă вăл.

«Эпир сирĕнпе пĕрле туххăмрах кирек-епле йышăнăва та пăхса тухма вĕренсе ҫитрĕмĕр.  Пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех.  Кирек-епле ыйтăва та уҫăмлатса пама пĕлетпĕр» – тенĕ хушса Олег Николаев.  Хăш-пĕр тĕслĕхсем пирки регион Пуҫлăхĕ кĕскен чарăнса тăнă. Калăпăр, мобилизациленĕ граждансене пĕр хутчен парса тивĕҫтермелли тӳлев пирки те вăхăтра укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене уйăрма кирлĕ пек ĕҫ хучĕсене хатĕрленĕ. Ку ĕҫре шăпах та, саккунсене пăхăнса ĕҫлени вырăнлă. Наци проекчӗсене пурнӑҫланине, ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленине, тулли мар мобилизацие йӗркелесе ирттернине тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтернине асӑрхаса тӑрасси, коррупципе кӗрешесси – ҫак тата ытти нумай-нумай ӗҫ ҫине уйрӑмах тимлӗн пăхнă тесе хакланă Пуҫлăх.   «Асăннă ыйтăва вăхăтра татса панă, нимĕнле йывăрлăхсем те сиксе  тухман.  Ҫав тери пысăк хăвăртлăхпа ĕҫлени куҫ кĕретех. Кун пирки халăх та пĕрре  мар ҫирĕплетсе калать»,  – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Сăмаха малалла тăснă май,  вăл пуласлăхри тĕллевсем пирки те чарăнса тăнă, мĕнпур ĕҫсене тухăҫлăха тĕпе хурса йĕркелесе пымаллине асăннă.  Кашни хăй ҫине илнĕ яваплăха саккунсене пăхăнса пурăнҫласан, халăхăн ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшсан, ҫитĕнӳсем те пуласси часах тенĕ вăл.    

2022 ҫулта инфратытăм пайне аталантарассипе сахал мар ĕҫ тунă, тепĕр тесен укҫа-тенкĕ те чылай уйăрнă, кăтартăва пăхас пулсан, 50 процент таран ӳстерни куҫ кĕретех.  «Эсир кашни объекта  асăрханă, хăшĕ-пĕрисене тӳрех тĕрĕслеве илни те пулкаланă.   Графиксене пăхăнса пыманнисене, саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарма тăрăшнă.  Пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пынине кура йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулман тесен те тен йăнăшах мар пулĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пурне те вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пынă», – тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Чăваш Ен прокуратурипе патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансен ӳлĕмрен те пĕрне-пĕри пулăшса, тачă ҫыхăнса ĕҫлеме кирлине палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ҫĕршыв Президенчĕ палăртакан ыйтусене пурне те вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмаллине асăннă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  «Владимир Владимирович Путин ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене палăртать, вĕсем пĕтĕмпех халăхăн ырлăхĕпе ҫыхăннă. Пуҫлăх финанс тĕлĕшĕнчен тĕрев парассипе те сахал мар кирлĕ пек йышăнусем туса хăварать.  Пирĕн вара палăртакан тĕллевсене туххăмрах пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшмалла», – тесе хушса хунă вăл.

Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин хăйĕн сăмахĕнче, патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе прокуратура ĕҫченĕсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пынине кура, граждансене мобилизацилессипе ыйтусене ҫийĕнчех тата туллин татса пама май килнине асăннă.  Паллă, мобилизаци ыйтăвне уҫăмлатнă, пур-пĕрех хăш-пĕр самантсем пур-ха, ку тĕлĕшпе малалла та пĕлсе, ĕҫсене тĕрĕс йĕркелесе пыма тăрăшмаллине чĕнсе каланă вăл.   

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – граждансем ҫине тимлĕх уйăрасси, вĕсен ҫемйисене патшалăх енчен куҫакан пулăшусене вăхăтра тата туллин куҫарса парасси.  

Тепĕр ыйту – халăха адреслă пулăшупа тивĕҫтересси.  Тăлăха юлнă ачасем, ветерансем, сусăрсем те тимлĕхе кĕтеҫҫĕ. Вĕсене те вăхăтра саккунпа килĕшӳллĕн мĕнпур пулăшусемпе тивĕҫтерсе пыма тăрăшмалла.  

«Саккунсемпе ĕҫлекен органсем прокуратурăпа тачă ҫыхăнса ĕҫлени нумай чухне пысăк  кăтартусемпе палăрма витĕм кӳреҫҫĕ.  Саккун проекчĕсене те тĕплĕ хатĕрлени куҫ кĕретех. Депутатсем те хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех туса пыма тăрăшаҫҫĕ», – тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов.   

Палăртнă кун, прокуратура ĕҫченĕсене ытти официаллă хăнасем те саламланă, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă, пархатарлӑ ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннă.     

 



13 января 2023
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter