Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлани

Хисеплӗ журналистсем, кӗнеке-хаҫат кӑларакансем тата полиграфистсем!

Пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хаклӑ ветеранӗсем!

Сире професси уявӗсемпе – Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлатӑп!

Информаципе тивӗҫтерсе тӑрассипе ҫыхӑннӑ сирӗн ӗҫӗр – хальхи саманари чи пӗлтерӗшлисенчен тата кирлисенчен пӗри.

Чӑваш Ен аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене туллин ҫутатса тӑрассине хастарлӑн тата пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа эсир кирлӗ ӗҫ тӑватӑр – республикӑра пурӑнакансемпе влаҫ органӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва тытса тӑратӑр. Хальхи ҫӗнӗ хыпарсен, шухӑшсен, хаклавсен йышлӑ юхӑмӗнче вулакана тата куракана тӗрӗс информацие суйласа илме тата тӗрӗс ӑнланма сирӗнсӗр пуҫне  урӑх кам пулӑшма пултарӗ?

Вулакансемпе куракансем тата итлекенсем сире ӗненеҫҫӗ, итлеҫҫӗ тата сума суса хисеплеҫҫӗ. Ку шутсӑр пӗлтерӗшлӗ япала.

Чӑваш журналистикипе пичетне пуҫарса янӑ тата унӑн ҫирӗп никӗсне хывса хӑварнӑ ветерансене уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗре пултаруллӑ вӗренекенӗрсем малалла тӑсаҫҫӗ тата ҫакна вӗсем ырми-канми тӑрӑшса, тивӗҫлипе туса пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӑрури журналистсем – хастар чунлӑ, ӑста специалистсем, вӗсем улшӑнма пӗлеҫҫӗ тата коммуникацисен ҫӗнӗ хатӗрӗсене кӗске вӑхӑтра алла илсе ӗҫе кӗртме пултараҫҫӗ.

Сире ҫӑмӑлах мар тапхӑрта та хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑнса пурнӑҫласа пы-нӑшӑн тав тӑватӑп тата ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                             Олег Николаев 

  



13 января 2023
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter