Раççей Прокуратури йĕркеленнĕренпе 301 çул

Шалăва вăхăтра тӳлеççĕ-и? Тивĕçлĕ канурисен, сусăрсен, ветерансен, пая кĕрсе пурăнмалли çурт-йĕр туянакансен прависене пăсмаççĕ-и? Ку тата ытти çивĕч ыйтăва Прокуратура ĕçченĕсем кунсерен тишкереççĕ, йывăрлăха лекнисене саккун тĕлĕшĕнчен пулăшма тăрăшаççĕ. Раççей Прокуратури йĕркеленнĕренпе 301 çул çитрĕ. Çак тытăмра вăй хуракансене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕр, коррупци, хăтлăх кĕртесси тата ытти кăткăс ыйтăва уçăмлатма тăрăшаççĕ Прокуратура ĕçченĕсем. Вĕсен ăсталăхĕнчен, саккун тĕрĕс пурнăçланса пынине пысăк тимлĕх уйăрнинчен нумай килет. Пĕлтĕрхи кăтартусене, ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Прокурорĕ Андрей Фомин тулли мар мобилизаци ирттерес ыйтупа тĕплĕ ĕçлени çинчен каласа хăварчĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисене пур енлĕн пулăшупа тивĕçтернине «пакунлисем» тимлĕ сăнаççĕ. Санкцисене пула çĕршыв, Чăваш Ен экономикине çăмăлах пулман. Çавăнпа та тĕрĕслевсем ирттерес ĕçе прокурорсем хутшăнни усламçăсене самай пулăшу кӳнĕ. Хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа, чыслăн пурнăçлакан Прокуратура ĕçченĕсене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. «Саккуна тĕрĕс пурнăçласа пынăшăн» 2-мĕш степеньлĕ уйрăмлăх паллине илме тивĕçрĕ.

СЕРГЕЙ КАБУРКИН: «Иртнĕ çул Прокуратурăна 1 ветеран пычĕ. Вăл пире хваттер илме пулăшма ыйтрĕ. Суд йышăнăвĕ тăрăх çывăх вăхăтра хваттер памалла». 



НТРК
13 января 2023
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter