Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев  Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламлани

Следстви органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата служба ветеранӗсем!

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламла­тӑп!

Следстви органӗсем патшалӑхӑн шанчӑклӑ тӗрекӗ, Раҫҫей Федерацийӗн право сыхлакан тытӑмӗн чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Летопиҫре следовательсен тавҫӑрулӑхӗн, хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн нумай-нумай витӗмлӗ тӗслӗхӗ типтерлӗн упранать. Следстви органӗсен аслӑ ӑрӑвӗсем хывса хӑварнӑ чи лайӑх йӑла-йӗрке хальхи ӗҫченсемшӗн те хӑйсен ӗҫ-хӗлне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыма пулӑшакан паха май пулса юлать.

Ҫӗнӗ хӑрушлӑхсем йӗркеленекен условисенче эсир ведомство умне лартнӑ тӗллевсене тухӑҫлӑн пурнӑҫлатӑр, коррупципе пӗр шелсӗр кӗрешетӗр, обществӑшӑн хӑ­рушӑ шутланакан резонанслӑ преступленисене уҫса паратӑр.

Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика ҫирӗплӗхне ти­вӗҫтерет, унти ӗҫлӗхлӗ лару-тӑрӑва лайӑхлатать.

Служба тивӗҫне пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫласа пынӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп тата ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Олег Николаев

 



15 января 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter