Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тăрăшакансене наградӑсемпе чысланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тăрăшакансене наградӑсемпе чысланă

Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе халалласа ирттернĕ савăнăҫлă пулăм «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче пулнă.  

Мероприятине республика ертӳлĕхĕ, депутатсем, влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, обществăлла организацисен ертӳҫисем пухăннă.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекенсене хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Олег Николаев уява пухăннă хăнасене саламланă май.  

«Чи малтанах манăн сире хăвăр ĕҫе ҫӳллĕ шайра пурнăҫласа пынăшăн тав сăмахĕ калас килет.  Журналист пуласси – ăнсăртран мар, професси пĕлĕвне тĕпе хурса ĕҫлени кăна ҫителĕксĕр, кашни ҫыннăн кăмăл-туйăмне те пĕлмелле, вĕсем мĕн калас текен шухăша та ăнкарса илмелле. Ку вара, кăткăс та питĕ пĕлтерĕшлĕ», –  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

"Чӑваш Ен аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене туллин ҫутатса тӑрассине хастарлӑн тата пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа эсир кирлӗ ӗҫ тӑватӑр – республикӑра пурӑнакансемпе влаҫ органӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва тытса тӑратӑр", – тенĕ Пуҫлăх.

Хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев журналистсене хăйсем тунă ҫитнĕвĕсемпе лăпланса лармалла маррине, малалла та ырми-канми тăрăшса ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.  Пуҫаруллă проектсен пĕлтерĕшĕсем питĕ пысăк, вĕсене пурнăҫа кĕртессинче ӳлĕмрен те пулăшса пыма, май пур таран тĕрев пама шантарнă регион Пуҫлăхĕ.  «Паллă, проектсене пурнăҫа кĕртессинче, пĕрне-пĕри  ăнланса, май пур чухне тĕрев пани паха», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.  

Регион Пуҫлăхĕн шухăшĕпе, ҫакнашкал ĕҫсене йĕркелесе пырсан, журналистсен тавра-курăмлăхне те ӳстерсе пыма аван пулĕ. Проектсемпе ĕҫлесе пыма пĕлекен ушкăн ĕҫне пуҫарса ярсан та паха.  Тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлесе пырсан питĕ меллĕ. Вĕсем ун пек чухне, тĕрĕсси патне те часах ҫул-йĕр тупайраҫҫĕ. Тепĕр тесен, халăха кирлĕ хыпарсене вăхăтра, кăсăклă калăплама пултарайраҫҫĕ.  

Калаҫăва малалла тăснă май, Олег Николаев массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пурнăҫланса пыракан объектсем пирки чаплă хыпарсене вăхăтра халăх патне илсе ҫитернине асăннă. Наци проекчĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарса янă, апла пулсан, вĕсене тĕпе хурса, пурсăмăрăн та малашне те тĕллевлĕн ĕҫлесе пымалла.

«Кашни мероприяти, кашни объект тенĕ пекех наци проекчĕпе тӳр килсе тăрать. Вĕсем пиншер ҫыннăн ырлăхĕшĕн пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  Чăваш Республикинче пурăнакан халăх кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетсех каланă. Ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайне ӳлĕмрен те лайăхлатса пырасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   Сăмах май, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене халăхăн ыйтăвĕсемпе ҫыхăннă материалсене те туххăмрах илсе ҫитерессипе хастарлăрах ĕҫлеме каланă. Тухăҫлăха тĕпе хурсан, ятарлă тытăм ҫирĕп йĕркеленсе пырсан, ҫитĕнӳсем те пуласси часах.  «Сирĕн ĕҫ кирек-епле ыйтăва уҫăмлатассинче те пĕлтерĕшлĕ.  Эпир халăха кăсăклантаракан ыйтусем пирки вăхăтра пĕлсе пырайратпăр. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те шута илсе, кирлĕ пек йышăнусем тăвайратпăр. Чăваш Республикин Правительствин ĕҫ-хĕлĕ пирки те эсир  ҫынсене вăхăтра пĕлтерсе пыратăр.    Сирĕн хыпарсене е хаҫат, радио, телекурав урлă ҫынсем хапăл тусах вуласа, курса, итлесе пыраҫҫĕ.  Сирĕн ĕҫе халăх пĕрре мар пысăка хурса хакланă», тенĕ вăл.  

Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен ҫитĕнĕвĕсем пирки тата пуласлăхри тĕллевĕсем ҫинчен Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Екатерина Грабко тĕплĕн каласа кăтартнă.  

«Пурнăҫ туххăмрах улшăнса пырать. Пысăк технологисен витĕмĕ вăй илсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Пĕлтĕрхи ҫул ыйтăм ирттернĕ халăх хушшинче, вĕсем ытларах хыпарсене социаллă сетьсем урлă вуласа пĕлме кăмăл туни сисĕнчĕ. Хальхи вăхăтра ҫĕнĕ хыпарсене пĕлес текенсем ытларах телекурава кăмăл туни сисĕнет. Апла пулсан, пирĕн халăхăн шухăшне тĕпе хурса, хамăрăн ĕҫсене йĕркелесе пыма тăрăшмалла», – тесе каланă сăмаха малалла тăснă май министр ĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан    Екатерина Грабко.  Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем федераци шайĕнчи МИХсемпе тата ЦУРпа тачă ҫыхăнса ĕҫленине палăртнă вăл.  Сăмах май, Чăваш Ен Наци телекуравĕ ҫав тери нумай пĕлтĕр «тӳрĕ лини» мелĕпе кăларăмсем хатĕрленине те асăннă министр тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. «Элли Юрьев» пирки фильм хатĕрлесе халăх патне илсе ҫитерни те пысăк пулăм тесе палăртнă вăл. «МедиаВзлет» ачасемпе ҫамрăксен медиапроектсен регионсен хушшинчи фестивалĕ Чăваш Енре иртесси пирки хыпарланă, вăл пуш уйăхĕн 16-мĕшĕччен пуласса та асăннă сăмаха малалла тăснă май.  Паллă мероприятине пултаруллă аш-кĕрĕм Пĕтĕм Раҫҫейĕнчен пухăнасса пĕлтернĕ, кăҫал вăл ака уйăхĕнче пулассине палăртнă.   

«Сире чун-чĕререн саламлатăп. Хăвăра килĕшекен профессине юратса, малалла та ĕҫлесе пыма вăй-хал сунатăп. Яланах малта пыма тăрăшăр. Ҫирĕп сывлăх, ăнăҫусем, мирлĕ пурнăҫ пурне те, ыррине ҫеҫ сунатăп», – тесе сăмаха ҫавăрнă министр тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

Хисепе тивĕҫнисене, ĕҫре пысăк кăтартусемпе палăрнисене яланхи пекех савăнăҫлă лару-тăрура патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Уява пухăннисене ҫавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин, «Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен союзĕн» ЧРОО председателĕ Наталья Николаева ăшшăн саламланă, малашне те ҫитĕнӳсем тума тăрăшулăх суннă.



16 января 2023
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter