Чӑваш Енре Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарнине палăртса анлӑн паллӑ тума хатĕрленеҫҫĕ

Чӑваш Енре Иван  Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарнине  палăртса анлӑн паллӑ тума хатĕрленеҫҫĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан канашлура пуласлăхри пысăк та паллă пулăм пирки палăртнă, ăна пысăк шайра йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă, мероприяти ҫĕршыв шайĕнче пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.  

«Кăҫал Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитет. Вăл чăваш культурин патриархĕ.  Иртнĕ шăмат кун эрне хушшинче нормативлă право ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе хума палăртнăччĕ. Йĕркелӳ комитетне йышăнма, юбилей мероприятийĕсене пысăк шайра ирттерме план тума хушнă.  Патриархăн ĕҫ-хĕлĕ Раҫҫей Федерацийĕнчи чылай регионсемпе ҫыхăннă.  Апла пулсан, Правительство пайташĕсене, май пур таран ытларах йĕркелӳ комитетне кĕртсе хăварсан аван. Обществăлла организацисенче тăрăшакансене те ĕҫ ушкăнне кĕртмелле», тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕччен, мероприятисен Планне туса хатĕрлеме хушнă республика Пуҫлăхĕ. Наукăпа практика ĕҫĕсем пулмалла планра,  палăксене тирпей-илем кĕртессипе те проектсем хатĕрлемелле,  Иван Яковлев ячĕпе хисепленсе тăракан урамсемпе скверсене шута илмелле. Кун пирки уйрăммăн палăртса хăварнă регион Ертӳҫи.  

Чăвашсен Аслă вĕрентекенĕмĕрĕ, ҫутта кăлараканĕ Иван Яковлев пуриншĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ.  «Кăҫал Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕ, апла пулсан мероприятисене ачасемпе ҫыхăнтарни те паха», тесе хушса каланă Олег Николаев.

Мероприятисен йĕркелӳҫи Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерстви пулмалла.  

Тепĕр хут аса илтерсе хăваратпăр. Иртнĕ шăмат кун Чăваш Республикин Правительствин пайташĕсемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ канашлу иттернĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацине, Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине, Чăваш Республикин Культура министерствине эрне хушшинче кирлĕ пек мĕнпур ĕҫ хучĕсене хатĕрлеме хушнă. Йĕркелӳ комитетне палăртмалла. Мероприятисене ирттерессипе ятарлă ĕҫ ушкăнĕн План хатĕрлеме тытăнсан та аван.  «Иван Яковлевич Яковлевăн ĕҫĕ – калама ҫук ҫав тери хаклă пурсăмăршăн та. Пирĕн мероприятисене федераци шайне кăларса ирттерсе пыма тăрăшмалла. Атăлҫи тăрăхĕнче вырнаҫнă халăхсемшĕн чăваш Патриархĕн ĕҫĕ ҫав тери пĕлтерĕшлĕ. Чĕмпĕр, Тутарстан Республикисем кулленех ăна халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттереҫҫĕ. Мероприятисен  пирĕн те питĕ ҫӳллĕ шайра иртмелле. Кун пирки пурин те лайăх ăнланмалла», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.       

 



16 января 2023
11:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter