"ЭЛАРА" пуҫласа граждансене кирлĕ таварсене тирпейлесе кăларассин кăтартăвне 50 процента ҫити ӳстернĕ

"ЭЛАРА"  пуҫласа граждансене кирлĕ таварсене тирпейлесе кăларассин кăтартăвне 50 процента ҫити ӳстернĕ

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева ĕҫлĕ канашлу вăхăтĕнче каласа кăтартнă «Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» наукăпа производство комплексĕ» АО генеральнăй директорĕ  Андрей Углов.  

Предприяти 2022 ҫула лайăх кăтартусемпе вĕҫленине палăртнă ертӳҫĕ, таварсене вăхăтра тата пахалăх енчен кирлĕ пек шайра тирпейлесе кăларнине асăннă вăл. Пуҫласа граждансене кирлĕ техникăсене калăплассин кăтартăвĕн калăпăшĕ 2022 ҫулта 50 процента ҫити ӳснĕ.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн яваплăха туйса мĕнпур ĕҫсене пурнăҫласа пынине каланă вăл. Инвестици калăпăшĕ хăпарнă, вăл пĕр миллиард тенкĕне ҫитнĕ.

«Предприятинче тăрăшакансене пурне те тав сăмахĕсем калатăп. Вĕсем ҫĕршыв экономикине аталантарассинче пысăк тӳпе хывнă.  Пĕлтĕр эпир сирĕнпе пĕрле сахал мар йывăрлăхсемпе тĕл пултăмăр. Пурнăҫра тухса тăракан тĕрлĕ чĕнӳсене парăнтарма тиврĕ.  Производство калăпăшĕ ӳснине кура, кадр ыйтăвĕсене те уҫăмлатса пыма тăрăшрăмăр.  Сирĕн паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре. Эпир палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма пĕр-пĕрне ăнланса килĕштерсе ĕҫлесе пыни те куҫ кĕретех. Пуласлăхри тĕллевсем тата та пысăк, пурсăмăрăн та ҫине тăрсах, яваплăха туйса хамăра шанса панă ĕҫсене пурнăҫламалла», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Ку комплексăн ĕçĕ-хĕлĕн приоритетлă ытти енĕсем - чукун çул техники (управленин борт системисем, чукун çул автоматикин системисем), автомобиль электроники, электроникăн контракт производстви.

«ЭЛАРА» АО генеральнăй директорĕ Андрей Углов хăйĕн сăмахĕнче импорта улăштарассипе предприяти хастар тăрăшнине хыпарланă.  «Эпир патшалăх енчен куҫакан тĕреве туятпăр. Энергетика тытăмĕнче, чукун ҫул тытăмĕнче ӳсĕм пысăк. 2022 ҫулта пирĕн конкурентсем рынокран тухса кайрĕҫ, вĕсем вырăнне эпир хамăрах кирлĕ пек таварсемпе ҫĕршыва тивĕҫтеретпĕр», – тенĕ вăл.  

Предприятин генеральнăй директорĕ Андрей Углов республика ертӳçине кирлĕ чухне пулăшса-хавхалантарса пынăшăн тав тунă, производствăна çĕнетес тĕллевпе юлашки çулсенче сахал мар тăкакланине, çавна май кăларакан продукци калăпăшĕ чылай ӳснине пĕлтернĕ. Импорта улăштаракан продукци те кăларать комплекс, çавна май конкуренцирен шикленменнине ҫирĕплетнĕ.

Таварсене сутассипе те кăтарту ӳснĕ, 30 процент нумайланнă, тупăш  – 10,5 млрд тенкĕне ҫитнĕ. Вăтамран предприятинче 400 ытла ҫын вăй хурать. Вăтам ĕҫ укҫи вĕсен 62 пин тенкĕрен кая мар. Кун пирки те палăртсах каланă Андрей Углов. Палăртма кăмăллă, вăтам ĕҫ укҫи 20 процента ҫити хăпарнă.

Тавар туса кăларакансемшĕн цехсенче ăста кадрсем пулни, вăл е ку ĕçре çĕннине, халĕччен усă курман технологисене пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. 

2023 ҫул валли палăртнă тĕллевсем пысăк. Сахалтан та тата 500 ҫын кирлĕ пулма пултарĕ предприятине.  Шалу укҫине  тата та ӳстересси планра пур, кадрсене явăҫтарассипе те хастар ĕҫе пуҫланине палăртнă предприятийĕн ертӳҫи.  

Инвестици хывассипе юлашки ҫулсенче Чăваш Ен Раҫҫей Минпромторгĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине хыпарланă Олег Николаев. «Промышленноҫ предприятийĕсене патшалăх енчен чылай тĕрев куҫать. Промышленноҫа аталантарассипе ĕҫлекен фонд пулăшăвĕ ҫĕр хут та ытла ӳснĕ. Кун пирки предприятисенче вăй хуракансем час-часах пĕлтереҫҫĕ», – тенĕ вăл. Кăҫал та пулăшу куҫасси паллă, апла пулсан федераци тĕревне малашне те туйса тăрĕҫ регионти предприятисемпе организацисем», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

Тавар туянас текенсен йышĕ ӳсет, апла пулсан ­– ĕҫлемелли чылай.  «Эпир те сире хамăр енчен пулăшупа тивĕҫтерме хатĕр. Чăваш Енĕн Минпромэнерго сирĕнпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет.  Кадрсене хатĕрлессипе эпир витĕм кӳме тăрăшăпăр. Професси пĕлĕвне ӳстерсе пыма, квалификациллĕ специалистсене хатĕрлеме ятарлă центрсене явăҫтарăпăр», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Енĕн Пуҫлăхĕ Олег Николаев.



17 января 2023
11:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter