«Нумай кăтартусемпе эпир палăртса хунинчен чылай лайăхрах ĕҫлесе пыратпăр», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Нумай кăтартусемпе эпир палăртса хунинчен чылай лайăхрах ĕҫлесе пыратпăр», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан ирхи планеркăра тĕплĕн палăртса хăварнă.

Чăваш Республикин республика бюджечĕн 2022 ҫулхи тупăш пайĕ 82,8 млрд тенкĕпе танлашнă,  2021 ҫулхипе танлаштарсан 7 процент нумайтарах пулни куҫ кĕретех. Бюджетăн тăкаксен пайĕ те сахалах мар, вăл 80,4  млрд ҫитнĕ, 2021 ҫулхинчен 5,1 процент чухлĕ нумайтрах пулни сисĕнет.

«Кăтартусем япăх мар, цифрăсем хăйсемпех ҫирĕплетсе параҫҫĕ, тата та маларахри ҫултан самай аван.  Бюджет укҫи-тенкипе 97 процент таран усă курнă, тепĕр 3 проценчĕпе усă курса пĕтереймен.  Ку уҫапа та халăх ырлăхĕшĕн кирлĕ пек ĕҫсем туса ирттерме пултарайнă.  Калăпăр, тăлăха юлнă ачасене валли те тăкакланма май килнĕ, пĕр-пĕр ачан шăпине татса пама пултарайнă.  Мĕн-ма ҫапла туман-ха.  Пур пирĕн ҫавăн пек муниципаллă пĕрлĕхĕсен пуҫлăхĕсем,  укҫана бюджета каялла тавăрса пама йышăну тунă.  Ку ыйтусене тарăн пăхса тухса тишкерӳ туса ирттермелле, ӳлĕмрен кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма тăрăшмалла», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Сăмаха малалла тăснă май, вăл пуҫаруллă проектсем пирки те чарăнса тăнă.  «Пур ҫавăн пек фактсем, хăшĕсене пурнăҫа кĕртме килĕшменнисем. Малтанласа палăртнă тăрăх, проектсене палăртса хунă, анчах вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пĕрре те тăрăшман.  Кун пек тĕслĕхсем пачах та пулмалла мар.  Пурнăҫа кĕртеймен проектсене тĕплĕн тишкермелле, кăлтăксене тупса палăртмалла, пурне те уҫăмлатмалла.  Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур ыйтусемпе тĕплĕн хуравсем хатĕрлемелле», – тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Ольга Метелева хăйĕн сăмахĕнче иртнĕ ҫул 2021 ҫулхипе танлаштарсан инфестициллĕ проектсемпе курăмлă ĕҫлесе пынине палăртнă, вĕсене валли уйăрнă укҫан калăпăшĕ хăпарнине каланă, 1,5 хут нумайланнине пĕлтернĕ. 2021 ҫулта пурĕ те 5,5 млрд тенкĕ уйăрнине асăннă вăл. Чăваш Енĕн консолидированнăй бюджечĕн харпăр хăй тупăш пайĕ 1,4 хут ӳснĕ, 55,2 млрд тенкĕпе танлашнă.     

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май, кăтартусене малалла та ҫапла ӳстерсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫлемеллине каланă. «Ҫитĕнӳсемпе лăпланса лармалла мар, вĕсене малалла та ӳстерсе пыма пĕлмелле», – тенĕ вăл.  Инвестици хывассин тăкакĕ самай ӳснĕ, кун пирки те палăртнă Пуҫлăх. Апла пулсан, республикăн инфратытăмĕ малашне те лайăхланса вăй илсе пырассине пĕлсех тăратпăр. Граждансене пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе парасси тĕп ыйтусенчен пĕри. Апла пулсан, пурсăмăрăн та хамăр ҫине илнĕ ĕҫсене яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа, мĕнпур саккунсене шута илсе халăхăн ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫлемеллине каланă тепĕр хут Чăваш Республики Пуҫлăхĕ. 2023 ҫулта Раҫҫей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене тата та лайăхрах пурнăҫлама тăрăшмалла. Ҫĕмĕрлепе Куславккара хутса ăшăтмалли тытăма ҫĕнетсе, халăха ăшă шывпа тивĕҫтересси ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Кун пек ĕҫсене Улатăрпа Сĕнтĕрвăрри районĕсенче те туса ирттересси палăртса хунă планра пуррине пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

 2022 ҫулта ĕҫ хăвăртлăхне чакарманни сисĕнет, ӳлĕмрен те ҫапла ĕҫлесе пыма тăрăшмалла.  Ял хуҫалăхĕнче, строительство пайĕнче, проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассинче уйрăмах кăтартусем пысăк. Халăхăн ĕҫ укҫи ӳснĕ. Кун пирки халăх хăй те пĕрре мар ҫирĕплетсех каланă.  Регионта промышленноҫ пайĕ хăватлă вăй илсе пырать.  Кун пирки уйрăммăн палăртсах каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.

Иртнĕ ҫулта промышленноҫ производствин индекс пайĕ ӳснĕ, вăл 99,4 процента ҫитнĕ. Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе те хастар тăрăшнă ҫĕр ĕҫченĕсем, кăтартусем 15 процент хăпарни те ҫакнах ҫирĕплетсе параҫҫĕ. Строительство  пайĕнче тимлекенсем те чаплă ĕҫленĕ,  вĕсен калăпăшĕ 7,9 процента ҫитнĕ.

Халăхăн шалу укҫи ӳсни савăнтарать, вăтамран вăл 40 пинпе танлашнă. Регионта ĕҫсĕррисен шучĕ чакнă, вăл 0,7 процента ҫитнĕ,  2021 ҫулхи кăтартупа танлаштарас пулсассăн, 17,7 процент чухлĕ сахалтарах пулни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.  

 

 



17 января 2023
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter